АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кăмака çинче выртма хăнăхман

28 сентября 2011 г.

Кăткăпа танлаштарма пулать ялта пурăнакана, ирĕн-каçăн тăрмашать вăл. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Хальхи саманара хăвăн çине шансан çеç ĕç малалла каять. Тар тăкмасăр, йывăрлăхсене парăнтармасăр ытлăн-çитлĕн пурăнаймăн.Шел пулин те, ĕç вырăнĕ тивĕçменни, хуçалăхсем арканни çамрăксене хулана хăвалать. Тăван тăрăхра тĕпленекенсем те сахал мар. Ара, хăв çуралса ÿснĕ вырăнтах тымар янине мĕн çиттĕр. Çакă пуласлăха çул уçать-çке. Районти ялта çамрăксен урамĕсем йĕркеленчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла илемлĕрех те капмартарах çуртсем хăпартма тытăнчĕ яш-кĕрĕм. Ырă мар йăласене ăша хывмасан – ĕçкĕ-çикĕпе айкашмасан, пирус-чĕлĕме хыпмасан – хăвăн ĕмĕте палăртса вăй хурсан кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать.

Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен пулнă. Вăл наяна персе кăмака çинче пĕç тăратса выртма хăнăхман. Паянхи кун та, авă, Мускаври чи пысăк стройкĕсенче чăваш арçыннисем тăрăшаççĕ. Тăван тăрăхран инçете кайма тивет пулин те вĕсем пуçа усмаççĕ. Тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине йăлтах стройкăна яраççĕ.

Ĕç çынна илем кÿрет, тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Хамăр районтах икĕ хутлă çуртсем курăна пуçларĕç. Ĕçлет халăх, хăтлă та лайăх пурăнассишĕн тăрăшать. Чикĕ леш енче тахçанах харпăр хăй çурчĕсенче пурăнаççĕ, хваттерсене килĕштермеççĕ унта. Пирĕн çĕршывра та çавнашкал «мода» пуçланчĕ темелле-ши: хваттерсене сутса кашниех уйрăм çурт туянасшăн, хуласенчен ялалла таракансем те йышланчĕç.

Çĕр-аннемĕр пурне те тăрантарать. Тар тăкса вăй хума ан ÿркен. Темĕнле йывăр пулсан та паянхи ял çынни пурнăç таппинчен юлмасть. Лаша вырăнне пахча-анкартинче мотоблок «ĕрĕхет». Çава вырăнне бензокосилка йышăннă. Çăмăллансах пырать ял çыннин пурнăçĕ. Уйрăм çуртсенче хулари пек кранран шыв юхать, çăвăнмалли пÿлĕмсем, туалет та пур. Савăнса çеç пурăн.

Е.АНАТОЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика