28 сентября 2011 г.
Çурла уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче Красноармейски район сучĕ Вячеслав Николаевич Семенов тĕлĕшĕпе йышăну кăларчĕ. 1967 çулта Витеçуч ялĕнче çуралнă арçын темиçе çул ĕнтĕ ашшĕн тивĕçĕсене пурнăçламасть. Ниçта та ĕçлемест пулин те вăхăтăн ытларах пайне эрех черккине алла тытса ирттерет. Пилĕк теçеткене çывхаракан арçыннăн пурăнмалли кил-çурт условийĕсене лайăхлатмалла пек. Вăл вара çурта юсаса çĕнетессипе вуçех те ĕçлемест.
Выльăх-чĕрлĕх усрамасть. Анкартипе усă курмасть. Пахча-çимĕç туса илессишĕн, 1998 çулта çуралнă Сергей ывăлне воспитани парассишĕн тимлемест.
2011 çулхи нарăсăн вун пĕрмĕшĕнче В.Семеновăн мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çемье ăшшине упракан хĕрарăм та самаях «çуттине» сыпкаланине палăртмалла. Çавăнпа та 13-ри Сергей мĕн пĕчĕкренех çывăх çыннисен çепĕçлĕхĕпе юратăвне курман тесен те юрать. Район администрацийĕн çула çитменнисен комиссийĕ асăннă çемьере пĕрре мар пулнă. Яланах пĕр евĕрлĕ ÿкерчĕк. Ача ашшĕ Сергея патшалăх уйăракан пособие аншарли çине тăкакланă чухне ача выçăллă-тутăллă пурăннă самантсем те пулман мар. Хĕлле-кĕркунне çÿремелли тум çук арçын ачан.
Килте йывăр лару-тăру пулнине тĕпе хурса Сергея Улатăрти «Чуварлеи Бор» санаторие сывлăхне çирĕплетме янăччĕ. Вячеслав Семенов ачи унта пурăннă чухне ун пурнăçĕпе вуçех те кăсăкланман.
Ывăлĕнчен сивĕннĕ арçынна ашшĕн прависĕр хăварчĕ суд. В.Н.Семеновăн Сергей ывăлĕ 18 çула çитиччен алимент тÿлесе тăма тивет. Сергея Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан çывăх тăванĕ хăй хÿттине илчĕ.
Ирина ИЛЬИНА,
опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ.