28 сентября 2011 г.
Район çыннисем Элĕк салинче пулса иртекен вăл е ку çĕнĕлĕхе хăвăртах асăрхаççĕ. Инфекци уйрăмĕ унччен ача çуратмалли çурта куçни те чылайăшне кăсăклантарать. Мĕншĕн унта куçнă; Юсаса çĕнетнĕ çурт малашне пушă ларĕ-и; Тата ытти ыйтусем те кăсăклантараççĕ вĕсене
Хурав тупас тĕллевпе район больницин тĕп врачĕн çумĕпе Василиса Владимировна Архиповапа курнăçрăм.
– 2010 çулхи тăваттăмĕш кварталта больницăн баклабораторине тата инфекци уйрăмне унччен ача çуратмалли çурт пулнă çĕре куçарма тиврĕ, – пĕлтерчĕ тĕп врач çумĕ.
Шутламасăр тунă утăм мар-ха ку. Баклаборатори унччен пĕчĕкрех çуртра çеç вырнаçнă пулнă. Анализсене тĕрĕслеме çуртра лаптăк пĕчĕкрен тата вăл ятарлă стандарчĕсене пăхăнманран малашлăхра баклабораторие ĕçлеттерме тĕп больница лицензи илеймен. Асăннă лабораторин ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ унччен ача çуратмалли çурт пулнă вырăна куçарнă.
– Халĕ çуртăн çурринче баклаборатори хăйĕн ĕçне туллин йĕркелесе пырать. Çакна та палăртмалла, баклабораторин кивĕ çурчĕ вара Çĕмĕрлери санитарипе эпидеми станцийĕн балансĕ çинче шутланса тăрать. Эпир унта арендăпа усă курнă, – ăнлантарчĕ Василиса Владимировна.
Инфекци уйрăмне унччен ача çуратмалли çурт пулнă вырăна куçарни ăнсăртран тунă ĕç мар. Больницăри улăшнусемпе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртиччен Сывлăх сыхлавĕн Министерствипе килĕшÿ тăваççĕ. Унчченхи инфекци уйрăмĕн çурчĕ палăрмаллах кивелнĕ-мĕн. Ача çуратмалли çурта 1963 çулта хута янă. Иртнĕ çулсенче тĕпренех юсаса çĕнетнĕ. Канализаци, электроэнерги пăралукĕсене пĕтĕмĕшле улăштарнă, ытти ĕçсене те пурнăçланă. Инфекци уйрăмĕпе баклаборатори ĕçченĕсем кулленех тачă çыхăнура. Ĕçе лайăхлатас тĕллевпе вĕсене пĕр çурта вырнаçтарнă та ĕнтĕ.
– Хамăр район çыннисене çеç йышăнмасть-ха инфекци корпусĕ. Виçĕ çул ытла районсем хушшинчи инфекци уйрăмĕ шутланать вăл. Кунта 15 койка-вырăн. Элĕкпе Çĕмĕрле районĕсене тата Çĕмĕрле хулине пăхса тăрассишĕн яваплă. Условисем лайăх, сиплев ĕçĕсене туса ирттерме база çителĕклĕ. Унчченхи инфекци корпусĕ те пушă лармĕ. Паянхи куна унта икĕ хваттер шутланать. Районти техникăпа инвентаризаци бюровĕ хăш-пĕр пÿлĕмсене арендăна илнĕ, – палăртрĕ В.Архипова тĕп врачĕн çумĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.