28 сентября 2011 г.
Хуравар ялне тем вăрăмăш çырма икĕ пая пайлать. Тÿрех палăртмалла: Хуравар районти ытти ялсенчен самаях уйрăлса тăрать. Кунта кĕрсен тÿрех куç умне кивĕ йывăç пÿртсем курăнчĕç. Сăмах май каласан, йывăçран тунă пÿртсем ялта ытларах. Кирпĕчрен купалнă çуртсем сайра-хутра çеç тĕл пулаççĕ.
Ял варрипе иртекен çырма хĕррипе те тĕрлĕ хуралтă вырнаçнă. Пĕрисен лаçĕ урамра ларать пулсан, теприсен – вутă шаршанĕ, виççĕмĕшĕсен çÿп-çап купи çырма хĕрринче хăйсен вырăнне тупнă. Кусем вара ял илемне палăрмаллах пăсаççĕ. Тепĕр çитменлĕх те куç тĕлне пулчĕ. Урам тасалăхне, тирпейлĕхне хакламаççĕ ялта пурăнакансем. Асфальт çул хĕрринчех кĕленчесем, пластмасса савăтсем йăванса выртаççĕ. Лавккапа кивĕ клуб умĕнче те тасамарлăх хуçаланать.
Пурнăç малалла аталанать. Ял сăн-сăпачĕ вара тĕксĕмленсе илемсĕрленет. Кунта пурăнакансен йышĕ çулсерен чакса пырать, пÿртсем те пушанаççĕ, хăш-пĕрисем пăхса тăракан çуккипе юхăнаççĕ.
Чылай килте тĕтĕм тахçанах сÿннĕ ĕнтĕ, иккĕ-виççĕшне çеç дача вырăнне усă кураççĕ. Хăшĕ-пĕрисем тăлăххăн курăнса лараççĕ. Килсем умĕнче вĕлтĕрен, тĕрлĕ курăк ашкăрать.
Ял халăхĕ мĕн ĕçлесе пурăнать-ши кунта; Вăй-хал пуррисем, ытти çĕрти пекех, Мускав тăрăхне е облаçсене ĕçлеме каяççĕ. Ютра вăй хунипе çемьене тăрантараççĕ, кил-çурта çĕнетеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, çĕр çинче тар кăларакансем те пур ялта. Валентинăпа Николай Назаровсем акă хăйсене май хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе янă, виçĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Сергейпа Зоя Терентьевсем те çак ĕçрех тăрăшулăх кăтартаççĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Ялта ĕç çуккипе нумайăшĕ фермерсем патне çÿреççĕ.
– Пушă пÿртсем хушăнсах пыраççĕ. Çамрăк çемьесем те сахал ялта. Ачасен савăнăçлă сассине те илтейместпĕр, – терĕ урампа пыракан пĕр ватă.
Ачасен йышĕ чăннипех те сахал Хураварта. Алăри пÿрнесемпе шутлама пулать. Тавăт шкулне пĕлÿ илме çÿреççĕ вĕсем. Пĕрремĕш класа кăçал Никифоровсен Аня хĕрĕ, вун пĕрмĕшне Ирина Самакова кайнă.
Хураварсене тепĕр ыйту та пăшăрхантарать. Шкул ачисем пĕлÿ илме çуран çÿреççĕ иккен. Шкул автобусĕсем ку тăрăхра пурăнакан ачасене илме килмеççĕ. Шалкăм çумăр çунă вăхăтра та ачасен шкула е киле çуран утма тивет.
Ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илеççĕ, сĕтне, ашне патшалăха сутăн параççĕ.
В.НИКИФОРОВА.