АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕшĕн вăй пĕтмест

28 сентября 2011 г.

«Таутово» ял хуçалăх предприятийĕн кантурне кĕрсен яланах курма пулатчĕ Раиса Куликовăна. Ун умĕнчен ĕç хучĕсем те татăлман. Хуçалăх аталанăвне куçкĕски çинчи пекех курса тăнă шут ĕçченĕ.

Вăл тăван ял хуçалăх предприятийĕнче бухгалтерта пĕр улшăнмасăр вăтăр ултă çул вăй хунă. Мăшăрĕ Володя та хуçалăхрах хастарлăх кăтартнă. Хăйне шанса панă машинипе мĕнле кăна груз турттарман-ши; Хуçалăх арканнă хыççăн Владимир Куликов Элĕке ĕçлеме куçать. Районти тĕп больницăра та хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать опытлă водитель.

Кил хуçи хĕр арăмĕ Раиса Григорьевна халĕ тивĕçлĕ канура. Çук, çавăншăн пăшăрханмасть вăл. Уншăн пурнăçăн чи ырă вăхăчĕ пуçланнă тейĕн. Мĕншĕн тесен вăл мĕн тăвас тенине пурнăçлать. Раисан вăй-халĕ те питех чакман-ха.

– Ĕне выльăха кулленех кĕтĕве кăларса яратăп. Сурăххисем те пур. Килти хуçалăхра ĕçĕ тупăнсах пырать. Çамрăк чухне мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши; Шухăша каятăп та тĕлĕнетĕп, – тет Раиса Куликова.

Ĕçленĕшĕн вăй пĕтмест, теççĕ. Çыншăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнни паха. Раисăпа Владимир Куликовсем ялта ятлисен шутĕнче.

Мăшăрсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Асли, Сергей, ашшĕн çулĕпех кайнă, водитель профессине илнĕ. Çемьеллĕ вăл, ялах уйрăлса тухнă. Капмар çурчĕсене пĕрлехи вăйпа çĕкленĕ. Саша та хăйĕн пурнăçри вырăнне тупнă. Оксана хĕрĕ – сутуçă. Раисăпа Владимир Куликовсен мăнуксем те пур.

Килĕшÿллĕ мăшăрсем кил ăшшине иккĕшех тытаççĕ.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика