01 октября 2011 г.
Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Анатри Хурасанта пурăнакан Фаина Семеновапа темиçе çул каяллах паллашма тÿр килнĕччĕ. Иртнĕ кунсенче вара пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ хĕр редакцине çитрĕ. Хăйĕн умне сиксе тухнă йывăрлăхсем çинчен васкаса каларĕ, пулăшу ыйтрĕ. Вăл пурăнакан çуртăн условийĕпе паллашма нумаях пулмасть Анатри Хурасан ялне çитсе килтĕмĕр. Тÿрех палăртмалла, ытти çуртсенчен уйрăлса тăрать ку пÿрт. Çурт пĕренисем кивелнĕ. Тăрри те хура хутпа çеç витнĕрен вырăнăн-вырăнăн çĕтĕлнĕ.Кивĕ çурта сăн кĕртес тĕллевпе пÿрт умне тĕрлĕ чечек лартнă кил хуçи. Лару-тăру кăмăла çĕклемест. Мунча тума пуçланă хуралтăпа вутă сарайĕсĕр пуçне урăх нимĕн те куç тĕлне пулмарĕ. Кил хушшинче тĕрлĕ тимĕр-тăмăрпа, хăмапа çурмаран пÿлнĕ. Ф.Семенова пĕлтернĕ тăрăх, кунта пĕр енче кăвакалсене, тепĕр енче чăхсене усрать.
«Маçак çурчĕ
кивелчĕ»
Фаина пире пÿлĕме чĕнчĕ. Çенĕк алăкĕ те çирĕп марри тÿрех куçа курăнчĕ. Тĕрлĕ хăма юлашкисенчен янтăланă ăна. «Ку алăка çырмаран илсе хăпарнăччĕ», – пĕлтерчĕ виçĕ теçеткерен çеç иртнĕ кил хуçи. Пысăках мар пÿртре те условисем лайăхах тееймĕн. Фаина палăртнă тăрăх, пĕчĕк кăмакана нумаях пулмасть купаланă пулин те, вырăнăн-вырăнăн çурăла-çурăла кайнă.
– Çурта 1936 çулта маçак тунă. Çичĕ теçетке çул ытла иртнĕ. Çĕрĕшнĕ пÿрт. Пĕрене хушшисемпе çил вĕресрен стенасем çумне çутă хут çапса тухнăччĕ. Усси сахалтарах. Чи пăшăрхантараканни – тăрăран çумăр вăхăтĕнче шыв анни, – пăлханса калаçрĕ вăл.
Пурăнмалли пÿртре пĕр диван, кровать, тимĕр шкаф, сервантсăр пуçне темех асăрхаймарăм. Тĕпел кукринче те пĕчĕкрех сĕтелпе газ плити çеç. Кил-çуртра усă курмалли япаласене чылайăшне çырмара тупнă. Пахчара выртакан хăма-кашта юлашкисене те унтанах илсе килнĕ.
– Хĕлле хутса ăшăтма вутă çук. Çаксене татса-çурса усă куратăп. Пулăшу ыйтса темиçе те ял тăрăхĕн администрацине çитнĕ. Чăн та, темиçе çул каялла кивĕ мунча пурине илсе панăччĕ, – терĕ кил хушшинче ларакан хуралтă çине тĕллесе.
Пĕренисене купаласа лартнă-ха. Тăррине тума хатĕрленсе каркасне те тунă. Анчах та çакăнпа ĕç чарăннă.
Куççуль тăварлă
1980 çулта çуралнă Фаина Семенова. Венера йăмăкĕ унран темиçе çул кĕçĕнрех. Ачалăхне лайăхах ас тумасть Фаина. 10 çулччен çеç килте пурăннă. 1990 çулта амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, ашшĕ те, амăшĕ те «çуттине» тиркемен. Çывăх çыннисем çак «чире» пулах ирех вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн тепĕр ултă çултан ашшĕ те ачисенчен уйрăлса кайнă. Интернат çуртра хÿтлĕх тупнă пĕртăвансем.
– Пĕр тăван-пĕтен те çук пирĕн. Эпĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, Венера виççĕмĕш ушкăн инваличĕ шутланать. Интернат çуртран тухсан, 2004 çулта, çак çурта килтĕмĕр. Ун чухнех кивелнĕ, çĕрĕшнĕччĕ вăл, – хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарать пĕчĕк кĕлеткеллĕскер.
Çурта май килнĕ таран хăтлăх кĕртме тăрăшнă. Анчах та вĕрентсе, пулăшса пыракан çукки палăрать.
– Сакăр пин тенкĕ пенси укçи илетĕп. Апат-çимĕçне туяннипе пĕрлех Венера йăмăкпа ачине те пулăшать. Укçи-тенки çитсе пымасть унăн. Венерăна Тени ял тăрăхĕнче пурăнмалли çурт илсе пачĕç. Ăна та хăтлă çурт теме çук. Мана вара, сан çинче килти çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать тесе, пурăнмалли çуртпа та тивĕçтермен. Пÿрте çĕнетме те пулăшман. Пĕччен вара çĕнĕ пÿрт çĕклеме вăй-хал çитерейместĕп, – чĕрери ыратăвне пытармарĕ Фаина Семенова.
Гражданла мăшăрĕнчен те усси сахалрах. Ал ĕç тĕлне пĕлмест-мĕн.
Пулăшу кÿме
укçа-тенкĕ çук
Лару-тăрăва уçăмлăх кĕртес тесе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе те тĕл пулма тиврĕ. Петр Петрович Павлов çапла ăнлантарчĕ:
– Ял тăрăхĕн бюджетĕнче паян укçа çителĕксĕр, хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама çеç пăхса хăварнă. Инвалидсене, ватăсене пулăшу кÿме чăннипех те май çук. Унччен вутă-шанкăпа тивĕçтернĕ пулсан, паян çак ĕçе пурнăçлама йывăртарах. Малтанхи вăхăтрах вăрмансенче делянка ĕçленĕ. Халĕ те район администрацийĕпе килĕшÿ туса Çĕмĕрлери е Йĕпреçри вăрмансенче вутăлăх ĕçлеме пулать. Анчах та унта вăрман касма ял тăрăхĕн специалисчĕсем каяймаççĕ. Çак ĕçе инвалидсем хăйсем те тăваймаççĕ. Çурт-йĕрпе тивĕçтермелли ятарлă программăна та кĕмест Фаина Семенова. Тăлăх ача шутĕнчен тухнă. Пулăшу ыйтса темиçе те ял тăрăхĕн администрацине çитнĕ тени те чăнлăхпа килĕшмест.
Специалистсем палăртнă тăрăх, хĕрарăм укçи-тенкине çирĕпрех тытсан çурта çĕнетме пултарасси пирки иккĕленмеççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, анкартипе те тĕллевлĕ усă курмасть.
Эльвира КУЗЬМИНА.