01 октября 2011 г.
Тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн, илемлĕхшĕн кĕрешесси пĕччен тумалли ĕç мар, куншăн пурин те пĕр шухăшлăн тăрăшмалла. Халĕ эрех-сăрапа тĕрлĕ шывсене ытларах полиэтилентан тунă савăт-сапасемпе кăлараççĕ. Анчах та вĕсене пухса иккĕмĕш хут усă курас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртса хăвармалла. Тĕслĕхрен, ĕлĕкрех пушă кĕленчесене лавккасем каялла пухнă, çавăнпа та урам варринче вĕсене йăваланса выртнине курман. Халĕ вара йĕри-таврах. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе кĕленчесене пухассине йĕркелемеллех. Паянхи куна ял хушшинчи çырмасенче, урамсенче кĕленчесем, консерва банкисем, урана тăхăнмалли атă-пушмаксем йăванса выртаççĕ. Пирĕн ялта каяшсене çунтарса тăракан хуçалăхсем пур. Эпĕ хам та килти каяшсене пахча хыçĕнчи çырмара çунтаратăп, анчах та пурте çапла тăвасшăн мар.
Пĕве пуçĕ пулнă вырăнта çĕр юхнине чарас тĕллевпе йăмрасем лартса ÿстертĕм. Халĕ вара пĕр урам çыннисемех хăйсен килĕсенчи хыт каяша тăкса полигон туса хучĕç, асăрхаттарса та каласа пăхрăм, анчах та чарма çук, вăрттăн та пулин пырса тăкса каяççĕ. Эпĕ куншăн пăшăрханатăп. Полиэтилен япалисене çунтарни сывлăша варалани пулать иккен. Кун çинчен асăрхаттарса çыраççĕ ученăйсем. Республикăри хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ялсенче пурăнакансен хуçалăхĕнчи каяшĕсене пĕр вырăна пухассине тата вĕсене турттарса каяссине йĕркеленĕ. Ăнланатăп: ял тăрăхĕсен укçа-тенкĕ сахал. Çавăнпа та коммуналлă хуçалăхăн ялсенче пухăннă тĕрлĕ каяша илсе каяссине йĕркелемеллех тесе шутлатăп. Унсăрăн ял çыннисен айăпсăрах штрафсем тÿлеме тивет.
Çавнашкалах санитарипе гигиена тата çынсем ĕçекен шывсен тасалăхĕшĕн те чылай тăрăшмалла.
Йĕркелĕхпе тасалăх пирки пулас ăрăва мĕн пĕчĕкренех хăнăхтармалла, ку вăл пирĕн пысăк тивĕç. Вырăс халăхăн тирпейсĕрлĕхĕ мĕн авалтан йăхран-йăха куçса пыракан йăлара. Анчах та ăçта муниципаллă влаç лайăх ĕçлет, çавăнта кирлĕ йĕрке пур.
Ман шутпа, тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн пурин те çанăсене тавăрса ĕçлемелле.
В.АРХИПОВ, Мартынкасси ялĕ.