01 октября 2011 г.
Ялан таçта васкатпăр, чупатпăр, пур çĕре те ĕлкĕресшĕн çунатпăр. «Васкакан вакка сикнĕ», – тенĕ ваттисем. Хыпаланни синкерле çаврăнма пултарасса шухашламастпăр та. Инкекпе куçа-куçăн тĕл пулсан çеç пурнăç хакне ăнланатпăр. Çул çинчи пăтăрмахсене пула мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлман-ши; Çук, сыхламастпăр хамăра. Водительсем асăрхануллăрах пулсан, çуран çÿрекенсем хăйсене çул çинче тĕрĕс тытма вĕренсен, ахăртнех, аварисен шучĕ чакĕччĕ. Темшĕн çакна шута илместпĕр. Е ыттисемпе пулнă инкек хамăра пырса тивмессе шанатпăр-ши; Çын кирек хăш вăхăтра та хăрушлăха лекет. Умра пире мĕн кĕтессине пĕлейместпĕр-çке-ха.
Шăпăрлансем çул çинче инкек тÿсни – пысăк хуйхă. Кун тăршшĕ кĕскелсех пырать, йĕпе-сапа çанталăк ытларах хуçаланать. Водительсенчен чылайăшĕ çакна шута илмест – автомашинăна пысăк хăвăртлăхпа хăвалать. Паллах, çумăрлă çанталăкра чарăнма йывăртарах: урапа шăвать. Шăпăрлансене хăрушлăхран хăтарас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пирки çакна палăртас килет: чăннипех те, автомашинăна ларсан пирĕнтен нумайăшĕ ун çинчен манать, инспекторсене асăрхасан çеç аса илет. Хамăра сыхлас тĕлĕшпе мар, штраф тÿлесрен хăраса унпа усă куратпăр-ши; Патшалăх автоинспекцийĕ рейдсем ирттернĕ хыççăн çакна палăртнă: чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене автомашинăра хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхмасть. Ÿ кессине пĕлсе тÿшек сарса хума çук çав. Инкек алăкран шаккасан тин каялла нимĕн тавăраймăн.
Г.КАЗЫКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕ.