01 октября 2011 г.
Çурла уйăхĕн вун пиллĕкмĕшĕпе авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕччен Элĕк районĕнчи суд приставĕсен уйрăмĕ «Ачана шкула кайма хатĕрле!» ятпа акци ирттерчĕ.
Çав тапхăрта суд приставĕсем парăмçăсене шыраса тупас тĕллевпе пилĕк рейд йĕркелерĕç. Алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿрекенсен тĕлĕшĕпе пурлăха палăртса икĕ тĕрĕслев акчĕ çырнă. Штраф тÿлеттересси çинчен пĕр постановлени кăларнă. Алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿренĕшĕн уголовнăй ĕç пуçарасси çинчен 12 çынна асăрхаттарнă. Акци вăхăтĕнче пĕр çын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçланă.
Хăш-пĕр парăмçăсене пурăнакан вырăнта тупма май килменрен икĕ çынна полицисем шыраса тупнă.
Олег ИЛЬИН,
Элĕкри суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕ.