05 октября 2011 г.
Владимир Журавлев фермера республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл çĕр улми туса илессипе çаврăнăçуллă, унпа Раççейри чылай региона тивĕçтерет. Владимир Дмитриевич элита сорта, çĕнĕ технологисене тĕпе хурать.
«Иккĕмĕш çăкăр» туса илесси тепĕр чухне тăкаклă, типĕ çул тухăçĕ нумай чакать. Çавăнпа республикăри хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕ юлашки çулсенче çак культурăпа ĕçлеме пăрахрĕ. Шăварсан вăл тухăçĕпе те, тупăшĕпе те савăнтарать. Çакна В.Журавлев ăнланать, унăн лаптăкне çулсерен ÿстерет. Ĕлĕкхи пек алă вăйĕпе тăрăшнипе çеç пысăк тухăç илеймĕн. Фермер производствăна механизациленĕ. Машина-трактор паркне çĕнетесси – тĕп вырăнта. Ют çĕр-шывсенче кăларнăскерсем шанчăклă, тÿсĕмлĕ.