05 октября 2011 г.
Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе «çавра сĕтел» хушшинчи тĕл пулу йĕркелерĕ. Пухăннисем хăйсем утса тухнă çăмăлах мар çулсене аса илчĕç, хастар ĕçпе палăрнисене ятран чысларĕç.
Тĕл пулу районти тĕп больницăн кафе-столовăйĕнче иртрĕ. Залра тĕрлĕ çулсенчи юрăсем янăрарĕç: хаваслисем те, хурлăхлисем те. Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Ватăсен кунĕ ячĕпе çĕнĕ концерт программи хатĕрленĕ. Чăвашсен илемлĕ çи-пуçне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те çĕклерĕç, ветерансем кашни номере нумайччен алă çупса йышăнчĕç.
Ветерансен канашĕн ертÿçи Анатолий Тимофеев ветерансене чĕререн тав турĕ. Тĕл пулура ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Терентьев, Геннадий Иванов педагог-ветеран чуна хумхантаракан сăмахсем каларĕç.
В.ГЕННАДЬЕВ