АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕмшешре улшăну нумай

05 октября 2011 г.

Шĕмшеш ялĕпе утса пыратăп. Урам тăршшĕпех хăтлă та илемлĕ çуртсем. Пушă пÿртсене курма çук кунта. Ял пуçĕнче кантур, автозаправка, парк, столовăй вырнаçнă. Варринче вара – шкул, чиркÿ, лавккасем, клуб, почта, ял администрацийĕ.

Чи малтанах культура çуртĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, 24 пластик чÿрече лартнă. Халĕ фойере стенасене сăрласа çĕнетеççĕ, урайне те улăштарнă. Унта тăватă хĕрарăм штукатурка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кунта та тăваттăн тăрăшса ĕçлеççĕ. Юсав ĕçĕсене октябрь уйăхĕнче пĕтерме планлаççĕ. Ĕçлекенсем каласа панă тăрăх, вĕсем малтан хваттерсем тунă çĕртре «Строймонтаж» общество тытăмĕнче тимленĕ. Халĕ вĕсем Элĕкри МСО урлă ĕçлеме килĕшсе татăлнă.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче çамрăксем чылай. Качча каякансемпе авланакансем çулсерен пур. Нумаях пулмасть Шĕмшешри Гавриловсем кин кĕртнĕ. Черновсем вара кĕрÿ туяннă.

Салтака каякансем те вуннăн. Шкул саккинчен тÿрех çара каякансем улттăн. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çар ретне тăракансем те пур. Шел пулин те, виççĕн салтака каяссинчен пăрăнаççĕ. Вĕсемпе уйрăммăн ĕçлеме тивет.

Ку тăрăхра икĕ пысăк хуçалăх пур: «Авал» (малтанхи «Партнер») тата «Рабия» агрофирма. Çавăнпа та ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ кунта çивĕч мар. Кунсерен халăхран сĕт пуçтараççĕ.

Кăçал палăртнă задачăсене çурри ытла пурнăçланă тесен те юрать. Мăн Ямаш шкулĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Унта шкул тăррине çĕнĕрен улăштарнă. Сурăмпуçпа Шĕмшеш ялĕсенче шывпа тивĕçтерес программăна тĕпе хурса ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех.

Ялта столовăй ĕçлет. Шĕмшеш тăрăхĕнче пилорама та вăйрах-ха. Кĕçех Элеккенушкăньри фельдшерпа акушер пунктне юсама тытăнĕç. Культура çуртне юсани çамрăксен канăвне йĕркелеме пулăшĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика