05 октября 2011 г.
Тури Вылăна пырса кĕрсен тÿрех палларăм ăна: Борис Борисов!
– Çак ялта, атте-анне килĕнче пурăнатĕп эпĕ, – терĕ вăл.
– Хулана та кайкаласа килетĕр пулĕ.
– Çапла. Унта манăн тус-юлташсем нумай. Вĕсемпе тĕл пулса калаçса чуна уçатăп, хамăн шухăш-тĕллевсене пĕлтеретĕп, – сăмах ваклама ÿркенмерĕ Борис Иванович.
Вăл пире хăйĕн килне илсе кайрĕ, йĕри-тавралли вырăнсене кăтартса çÿрерĕ.
– Эпĕ Тури Вылара 1939 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Тăван шкулта çичĕ класс таран вĕрентĕм. Шкула Мухтав хучĕпе пĕтертĕм. Канаша медицина училищине вĕренме кайма шутланăччĕ, анчах та учительсем вăтам шкулта пĕлĕве малалла тарăнлатма сĕнчĕç. Хирĕçлеме пултараймарăм. Çапла вара Ураскилт шкулне çÿреме пуçларăм, – васкамасăр калаçрĕ Б.Борисов.
Вунă класс хыççăн уншăн шкул алăкĕ хупăннă. Çамрăкшăн ыйту тухса тăнă: ăçта вĕренме каймалла; Паллах, аслă шкулăн алăкне уçмалла. Анчах та йĕрки-курки çапла-çке: икĕ çул ĕçлемесĕр шухăш-тĕллеве пурнăçа кĕртме çук.
– Малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе çунатланнăран тăван колхоз уй-хирĕнче ыттисемпе тан тăрăшрăм. Мĕн хушнă – çавна пурнăçланă, вăл е ку ĕç йывăр тесе нихăçан та нăйкăшса тăман, – иртнĕ вăхăт патне таврăнчĕ Борис Иванович.
– Икĕ çултан аслă шкулăн алăкне уçма май килчĕ-и;
– 1958 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вырăс-чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Пĕлĕве тарăнлатассишĕн хытă тăрăшрăм. Чĕлхене тарăн тĕпчерĕм. Çавăнпах кĕнекене чылай чух алăран яман. Институтра вĕреннĕ çулсенче Михаил Сироткин профессор редакциленĕ «Вырăсла-чăвашла словарь» кун çути курнăччĕ. Эпĕ виççĕмĕш курсраччĕ ун чух. Çав словарь çинчен анлă рецензи çырса конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Уншăн Ленинграда экскурсине кайма тивĕçрĕм, – сăмах çине сăмах тупăнса пычĕ Тури Вылăра çуралса ÿснĕскерĕн.
Институтри пултаруллă студентсенчен пĕри шутланнă Борис Борисов. Эгер хулине венгр чĕлхине тĕпчеме яма шутланă ăна. Анчах унта каяс вырăнне çар тумне тăхăнма тивнĕ. Салтакран таврăнсан ĕçе пикенет: Ураскилтри вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентет. Ăсталăха кунсерен ÿстерсе пырать. Иван Андреев профессор ăна гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче аспирантурăра вĕренме сĕнет. Килĕшет вăл, анчах та чирлĕ ашшĕпе амăшне пăхакан кирлĕ-çке. Çавăнпах тăван ялтах тымар ярать, Ураскилт шкулĕнче ачасене хĕрĕх çула яхăн ăс парать. Шкулта ĕçленĕ хушăрах ăслăлăх статйисем çырма та ĕлкĕрет, вырăнти халăх сăмахлăхне те пухать. Кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Борис Ивановича ЧР Писательсен союзĕн членне илеççĕ. Пĕр çулхине вăл Чăваш писателĕсен союзĕн Алексей Талвир ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулса тăрать.
Б.Борисов вĕрентсе кăларнă ачасен йышĕнче наука ăсчахĕсем те, тухтăрсем те, инженерсем те пур. Ăна халĕ те манмаççĕ, юратнă вĕрентекенĕ патне килсе хăйсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Çын пынишĕн чунтан хĕпĕртет педагогика ветеранĕ.
Борис Иванович халĕ пыл хурчĕпе те аппаланмасть, ĕне-выльăх та тытмасть. Ирĕклĕ вăхăтра сĕтел хушшине вырнаçса ларать те пуçа килнĕ ырă шухăшсене шурă хут çине куçарать. Пултарулăхĕ пысăк унăн. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçлет, çырать. Сакăр кĕнеке авторне тĕрлĕ шухăшсем канăç памаççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.