АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕвĕçсем хастарлăха чакармаççĕ

05 октября 2011 г.

Райпон иккĕмĕш номерлĕ çĕвĕ цехĕнче кунĕпех ĕç вĕрет. Кунта çиччĕн ĕçлеççĕ. Тăваттăшĕ вара пенсире ĕнтĕ. Раиса Павлова, Надежда Герасимова, Светлана Якимова, Людмила Ефимова пуян опыт пухнă. Çавăнпа та вĕсем çĕвĕ изделийĕсене лайăх пахалăхпа маçтăрлаççĕ, ĕçре пурте хастарлăхпа палăраççĕ. Тĕрлĕ пусма-çитсăран хатĕрлеççĕ продукцие. Ялсенчи лавккасене кăна ăсатаççĕ тетĕр-и; Çук, йăнăшатăр. Республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килсе илсе каяççĕ.

Çĕвĕ цехĕ Сочире иртнĕ Раççей шайĕнчи конкурса хутшăннă. Элĕксем «Костюмсем» номинацире мала тухнă. Çавăн пекех Санкт-Петербургра та палăрнă.

Заказ паракан йышлă: культура учрежденийĕсем те, шкулсем те, уйрăм предпринимательсем те пур. Çавăнпа та çĕвĕ цехĕнче ĕçлекенсемшĕн вăхăт иртни те сисĕнмест. «Эпир пахалăхлă продукци хатĕрлетпĕр», – терĕç ĕçченсем. Тăрăшни, паллах, çынна хисепе кăларать. Кунти ĕçченсем чăннипех те ят-сума тивĕç.

Ÿкерчĕксенче: çĕвĕ цехĕнче ĕç пырать.

Ю.Корнилов сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика