АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем хăйсеннех тăваççĕ

05 октября 2011 г.

Шăлан ялне пырса кĕрсен кампа сăмах ваклама пулать-ши тесен мана тÿрех пĕр пĕчĕк, 2 ватă пурăнакан пÿрт çине кăтартрĕç.Эпĕ пырса кĕнĕ чухне иккĕшĕ те крыльцара ларатчĕç. Кĕтесре – тĕрлĕ чей курăкĕ. Хăйсем хатĕрленине çеç ĕçеççĕ иккен ватăсем.

Дарья Емельяновна Емельянова пурнăçĕпе паллаштарма пуçларĕ. Унăн аппăшĕ – Анфиса Емельяновна 1926 çулта, çак ялтах кун çути курнă пулсан, вăл хăй аппăшăĕнчен 9 çул каярах çуралнă. Çапах та вăрçă умĕнхи выçлăх нушине аванах тутанаççĕ.

Хуçалăхра вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Темле пулсан та шкул сукмакне такăрлатса кураççĕ пĕртăвансем.

Дарья Емельяновна Шăлан каччипе çемье çавăрать. Упăшки вилнĕ хыççăн, ача-пăча пулманран, пĕчченех тăрса юлать. Анфиса Емельяновна та çемьеллĕ пулать. Аппăшĕ пекех тăлăха тăрса юлать пулин те пĕртен пĕр хĕр-пĕрчине ура çине тăратма вăй-хал çитерет.

Малтанах Брянск хулинче хĕрĕпе пĕрле пурăнать кинемей. Юлашки виçĕ çул вара йăмăкĕпе чăх-чĕп, сурăхсем тытаççĕ. Мĕн пур анкарти уттине, 40 сотăя яхăн, алăпах çулса типĕтсе кĕртеççĕ. Ĕнине кăçал çуркунне сутса янă. Кунĕн-çĕрĕн кăштăртатаççĕ Емельяновсем. Пĕр ĕç хыççăн теприне пурнăçлаççĕ. Пĕчĕккĕн пурнăç урапине кустарса пыраççĕ.

«Çулсем хăйсеннех тăваççĕ. Утайми пулсан пăхакан çукки пăшăрхантарать», – пусăрăнчăк кăмăлпа калаçрĕç ватăсем.

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика