05 октября 2011 г.
Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвалама хушнă ваттисем. Çакна Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Антонина Гурьева яланах тĕпе хурса пурăнать. Мĕн те пулин усăллине тăвас тесе кил картинче, пÿртре кăштăртатать. Эпĕ пынă чухне те темĕн ĕçлетчĕ. Ял çыннине ĕçсĕр ларни килĕшмест вăл. Çав вăхăтрах касуран килекен ĕнине те кĕтсе илчĕ.
– Кĕçĕн Тăван шкулĕнче çичĕ класс вĕрентĕм. Вăрçă çулĕсем пулнă май йывăр килчĕ, – каласа пама пуçларĕ сакăр вуниккĕри ватă.
Ашшĕн ăшшине туйса çитĕнме тÿр килмен унăн. Вăрçăра пуçне хунă вăл. Килĕнче вара Антонина амăшĕпе тата ытти пиччĕшĕ акăшĕсемпе тăрса юлнă. Ачасене аслашшĕ пăхса пурăннă. Каярахпа вăл та çĕре кĕнĕ. Вăрçă çулĕсем пуçланиччен Гурьевсен вун пĕр кунта виçĕ ачи ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупаççĕ. Виле хыççăн виле пытарни чунра тарăн йĕр хăварнă. Питĕ йывăррăн тÿссе ирттернĕ ашшĕ-амăшĕ çухатăва.
– Пиччене те атте пекех вăрçа ăсатрăмăр. Вăл унта летчик пулнă. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пичче вăрçăрах пурнăçран уйрăлни çинчен хыпар илтĕмĕр, – терĕ Антонина Федоровна.
Вăхăт тени малалла пĕр вĕçĕм васкать. Çапла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Часах вăрçă та çĕнтерÿпе вĕçленет. Антонина Федоровна та ÿссе çитет, качча каймалли вăхăт та майĕпен çывхарать. 1956 çулта çемье çавăрать. Çамрăк çемье Кĕçĕн Тăванта тĕпленет. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ачана – икĕ ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнелеççĕ. Халĕ пурте çемьеллĕ.
А.Гурьева нумай çул фермăра дояркăра ĕçленĕ. Медальсем те чылай кинемейĕн. Кайран колхозра бригадăра та тăрăшнă. 82-ри кинемей кĕнекесемпе интересленет. Чăваш халăх писателĕсен хайлавĕсене, ача-пăча калавĕсене, вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене вулать.
– Урасем ыратнипе библиотекăна çитейместĕп. Çавăнпа та ялти библиотека заведующийĕ хăех кĕнекесене киле килсе парать, – тет кинемей.
Вăл килĕнче Юрий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пĕчĕк Андрей мăнукне пăхать. Пушă вăхăтра кĕнеке вуланипе пĕрлех, ытларах хĕллехи вăхăтра, алсиш-нуски çыхать.
– Пурĕ вун пĕр мăнук манăн. Вĕсенчен пĕри – Оля, хулара «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлет. Унăн статйисене хаçатра чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Çапла хамăн кашни мăнукăмпах савăнатăп. – тесе вĕçлерĕ Антонина Федоровна Гурьева хăйĕн калаçăвне.
А. СИЛИВЕСТРОВА.