05 октября 2011 г.
Ялта – шăплăх. Хушăран кăна унăн канлĕхне йытăсем вĕрни, хурсемпе кăвакалсем какалатни татаççĕ, пуçтах автансем сас параççĕ. Урамра çын иртни курăнмасть. Ял чăнннипех те тĕлĕрет тейĕн.Часах циркуляр сасси илтĕнсе каять. Хирлеппуç ялĕнчи шăплăха сирет. Геннадий Николаевич Афанасьев ирех ĕçе тытăннă. Ку тăрăхра ал тăваттăри арçынна ал ăсти пулнипе тата механизатор шутланнипе пĕлеççĕ.
– Элĕкри курсра вĕреннипех тракторист правине илтĕм. Хыççăн хамăр «Красный Октябрь» колхозра гусеницăллă трактор шанса пачĕç, – терĕ Геннадий Афанасьев.
Вăл тăван хуçалăх уйĕнче пайтах суха тăвать. Хĕллехи вăхăтра та «хурçă утне» ахаль лартман, фермăсене валли утă-улăм турттарнă. Хуçалăхăн вăрман делянкинчен йывăç сахал кÿрсе килнĕ-и тата; Ял хуçалăх предприятийĕ аркансан ĕçсĕр тăрса юлнă вăйпитти арçын. Халĕ килти хушма хуçалăхне аталантарассипе тимлет Геннадий Николаевич. Икĕ ĕнине, вунă сурăхне, чăххи-чĕппине пăхса тăрассине ытларах хăй çине илнĕ. Мĕншĕн тесен мăшăрĕ Ольга Геннадьевна кулленех Мăн Вылă шкулне ачасене вĕрентме васкать. Аслă пĕлÿ илнĕ Ирина хĕрĕ район центрĕнче сутуçăра вăй хурать. Петя ывăлĕ салтакра Афанасьевсен. Кĕçĕн ывăлĕ Слава Элĕк шкулĕнче вĕренет.
Геннадий Афанасьев ылтăн алăллă пулнипе те палăрать. Циркулярне ĕçе ярать те яра куна ун патĕнчен татăлмасть. Чус-хăмана тытать те тем хушăрах çурса кăларать, хыççăнах электросавипе те якатать. Вăл платник ĕçне те ăста. Пÿрчĕн тăррине хăйех çĕнетнĕ. Чÿрече рамисем, алăк блокĕсем ăсталама та пултарать. Кил таврашĕнче усă курмалли сĕтел-пукана хăвăртах маçтăрлать.
Мотоблокне тапратать те çула тухать арçын. Йышлă выльăх-чĕрлĕхне валли апачĕ те тулăх пултăр тесе тимлет.
С.СВЕТЛОВА.