05 октября 2011 г.
Алевтина Марковна Алексеева Тавăтри вăтам шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать. Вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшать, ырă кăмăлĕпе те тыткăнлать.
Вăл çамрăк чухне ку тăрăха лексе тĕпленесси пирки шухăшлама та пултарайман. Красноармейски районĕнчи пĕр ялта çуралса ÿснĕскер Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ те направленипе Çĕрпÿ районĕнчи шкула лекнĕ. Кунта тăрăшуллă хĕре уроксем ирттернипе пĕрлех пропагандист пулма та шаннă. Ку енĕпе пĕлĕве ÿстерме ăна республикăри курса янă. Çавăнти пысăк йышра Элĕк Ен каччи Василий Алексеев та пулнă. Кунта пĕр-пĕрне суйласа илнĕ те пĕр професси çамрăкĕсем. Пурнăç çулĕсене пĕрлештерме килĕшнĕ.
Унтанпа кунĕсем, çулĕсем те чылаях иртнĕ. Алевтина Марковнăпа Василий Иванович Алексеевсем хăйсен кĕмĕл туйне те паллă тунă. Педагогсен çемйи, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнса, ÿсĕмсем тăвать. Алевтина Марковна ачасене математикăпа ăс парать пулсан, Василий Иванович биологипе вĕрентет. Мăшăрсем Павлушкăнь ялĕнчен Тавăта кулленех юнашар утаççĕ.
Чи кăткăс та тĕп предмета вĕрентесси чыслă та пархатарлă. Ача математикăна юраттăр, кашни темăна ăнланса пытăр тесен сахал мар вăй хумалла. Пур вĕренекенĕн те пултарулăхĕ пĕрешкел маррине шута илсе тимлет те Алевтина Марковна. Вăл уроксем вĕçленсен тÿрех киле васкамасть, математикăри кăткăс формулăсен вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеме вĕрентет. Ку енĕпе ятарласа кружок та йĕркеленĕ.
– Кашни класрах математикăна юратакансем пур. «Кенгуру» конкурсра ырă тĕслĕх кăтартакансем çулленех сахалах мар, – хăпартланчĕ А.Алексеева.
Пурин пурнăçĕпе интересленет, пулăшса, хавхалантарса пырать. Унăн класĕнче вара вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем, йывăр ачасем те çук. Класс ертÿçи пуçарулăх кăтартнипе вĕренекенсем час-часах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Шупашкарта экскурсире пулнă вĕсем, Шуршăла та çитсе курнă. Алевтина Марковна вĕренекенĕсене çут çанталăка юратма та вĕрентет.
Вĕрентекенсен çемйинче – виçĕ ача. Саша, Лена, Таня ашшĕ-амăшĕн ятне яманни куç кĕретех. Ывăлĕпе хĕрĕсем тăван шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве малалла ÿстерес ĕçе кÿлĕннĕ. Асли вара хăйĕн ĕç вырăнĕпе те кăмăллă. Ятран капмар çурт-йĕр те çавăрнă Алексеевсем.
В.ЕГОРОВ,
общесвăлла корреспондент.