05 октября 2011 г.
Икĕ теçетке ытларах çул сахал-и, нумай-и; Çын пурнăçĕнчи кун-çула виçсен – шăпах аталану тапхăрĕ темелле.Çирĕпленсе кăна пырать-ха ку вăхăталла. Пĕр-пĕр ĕçре пĕр улшăнмасăр вăй хуни чăтăмлăха, тÿрĕ кăмăллăха, яваплăха палăртмасть-и вара;
Ураскилтри вăтам шкулти директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Михайловна Осипова ачасен пурнăçне витĕр курса тăнăнах туйăнчĕ. Кашниех çывăх уншăн, пуринпе те пĕр чĕлхе тупса туслашма пултарни вĕрентекене хавхалантарать.
Ырă кăмăллă хĕрарăм ачасемпе яланах çыхăну тытма тăрăшать. Вĕренекенĕсем те ăна манмаççĕ. Уявсем умĕн салам çырăвĕсем яраççĕ. Галина Михайловнăн предмечĕсене – биологипе химие кăмăлланăранах унăн вĕренекенĕсен йышăнче аслă шкулсен биологипе хими, агорноми факультетĕнче пĕлĕве малалла ÿстерекенсем те пур.
Сăмах майĕн класан, Галина Михайловнăн мăшăрĕ Вячеслав Иосифович, ывăлĕ Сергей та педагог профессине суйласа илнĕ. Осиповсем пĕр шкултах иккĕн вăй хураççĕ. Мăшăрсенчен пĕри биологие тата химие вĕрентет пулсан, тепри музыка енĕпе пĕлÿ парать.
Кусем хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕр вăхăтрах вĕреннĕ. Ĕç биографине Галина Михайловнăн тăван кĕтесĕнче – Канаш районĕнчи шкулта пуçланă. Кунта пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн Вячеслав Иософовичăн çуралнă ялне Ураскилте куçса килнĕ. Халĕ мăшăрсем ачасене çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ăмăртсах ĕçлеççĕ теме те юрать.
Ураскилт шкулĕн картишĕнче ÿсекен чечексене те Галина Михайловна пăхса тăрать. Вăлах ăçта мĕнле чечек акса-лартмаллине палăртать. Кĕркунне вара вĕренекенсемпе вăррине пуçтарса упрама хураççĕ.
Шкул коридорĕнче, чÿречесем умĕнче, пÿлĕмсенче ÿсекеннисене те биолог сĕннипе вырнаçтарнă. Галина Осипован пÿлĕмне те çут çанталăк кĕтесĕ теме пулать. Кăмăллă вĕрентекен ачасене хăш чечеке мĕнле пăхмаллине асăрхаттарса сĕнÿ-канаш парать.
Шкулти вĕрентÿ епле пырасси Галина Осиповаран нумай килни паллах. Вăл ку енĕпе директор çумĕ шутланать-çке.
– Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче олимпиадăсене хутшăнакансем ытларах пулчĕç. Вун пĕрмĕшсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне те лайăхрах тытрĕç, – терĕ Галина Михайловна.
Ума çакăн пек ыйту тухса тăчĕ. Мăшăрсем пĕрле ĕçлени пĕр-пĕриншĕн чăрмавлă мар-ши; Хуравне параканни те Г.Осиповах пулчĕ.
– Пĕрле вăй хуни иксĕмĕршĕн те усăллă кăна. Кулленхи ĕç-хĕле час-часах пĕрле сÿтсе яватпăр. Пĕр-пĕрин канашĕпе сĕнĕвĕ вара лайăхрах ĕçлеме пулăшать кăна, хавхалану, вăй-хал та хушать, – пĕлтерчĕ опытлă вĕрентекен.
Ачисем те ашшĕ амăшнех хывнă. Сергейпа Иосиф иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Асли вĕрентекен профессине илнĕ пулсан, иккĕмĕшĕ, Иосиф, Элĕкри полици пайĕн следователĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.