05 октября 2011 г.
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккуна сÿтсе явасси активлă пырать. Саккунăн тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿ ĕçĕн эффективлăхĕпе пахалăхне ÿстересси, ачасене тĕнче шайĕнчи пĕлÿ парасси. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшне тата вĕренекенсене вĕренÿ профильне суйласа илессинче ытларах правасем параççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен вара укçа-тенкĕпе хăйсем тĕллĕн усă курма ытларах майсем пулаççĕ.
Саккунăн çĕнĕ проекчĕ, паллах, нумай улшăнусем кĕртет, çапах та тĕпрен улăштаракан самантсене унта сахалтарах куратăн. Раççей халăхĕсен ытларах пайне, çав шутра район çыннисене те, тĕп ыйту шухăшлаттарать: вĕренÿ тÿлевсĕр юлать-и; Кунта çакна та палăртмалла: Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ пурне те тÿлевсĕр пĕлÿ илме май пуррине çирĕплетет. Çавăнпа çĕнĕ саккунри пĕр положени те çĕр-шывăн тĕп саккунне хирĕçлемелле мар.
Нумай формăллă пĕлÿ илесси сыхланса юлать. Саккунăн çĕнĕ проектĕнче пĕлÿ илессин тĕрлĕ формисемпе пĕрлех çемье формине те палăртнă (шкул умĕнхи пĕлÿ илессинче те, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассинче те).
Саккун проекчĕ тăван чĕлхепе пĕлÿ илессине те хирĕçлемест. Пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухнă чухне тăван чĕлхене те суйласа илме май пур.
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн кашни пĕчĕк ачана шкул умĕнхи пĕлÿ памалла, тăкаксене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен саплаштармалла. 2011 çултан пуçласа шкул умĕнхи пĕлÿ парассипе çыхăннă регион программине (укçа-тенкĕпе пулăшас тесе) федераллă тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ. Пĕрлех шкул умĕнхи пĕлÿ парассинче патшалăхăн вĕрентÿ стандартне те кĕртме палăртнă. Çĕнĕ стандарт çине куçасси тапхăрăн-тапхăрăн пырĕ.
Модернизаци çул-йĕрне тытса пырса, профильлĕ вĕрентÿ малалла пырать. Çамрăксемшĕн шкулпа ĕçе вырнаçас умĕнхи тапхăр питĕ яваплă. Çак ÿсĕмре вĕсем профессие суйласа илеççĕ. Пĕчĕк комплектлă шкул условийĕсенче яшсемпе хĕрсен интересĕсене, вĕсен аталанăвне шута илсе тĕллевлĕ вĕренÿ никĕсне йĕркелеме йывăртарах. Çавна май çĕнĕ саккун проектĕнче вĕренÿ программин сетьлĕ формисене йĕркелеме ирĕк панă.
Саккун проектĕнче çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене анлă çул пама пăхса хăварнă.