АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ирĕкре хама ытлашши туймăп-ши;»

08 октября 2011 г.

Хулара автостанцинче хура тум тăхăннă вăтам пÿллĕрех çамрăк куç тĕлне пулчĕ. Çанталăк ăмăрлă тăрать пулин те хĕвелтен пытанмалли тĕксĕм куçлăх тăхăнни, пĕр вĕçĕм каллĕ-маллĕ утса çÿрени, такама сăнани тĕлĕнтерчĕ. Кăштахран автостанцинчи çынсенчен, вăл шутра хĕрсенчен те, спичка шăрпăкĕ ыйтса çÿрерĕ.«Шупашкар-Элĕк» автобус салонĕнче пĕрле килмелле пулчĕ çамрăкпа. Ларкăчсем пĕр-пĕринчен аякрах вырнаçманран калаçу пуçарма хирĕçлемерĕ. Анчах та автотранспортра та тĕксĕм куçлăхне хывмарĕ. «Тем тесен те такамран пытанать», – мĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш. Кăштахран эпĕ сăнарах пăхнине сисрĕ-ши, çапла каларĕ:

– Эпĕ ăçтан килнине пĕлетĕн-и; – ыйту пачĕ вăл. – Паян çеç ирĕке тухрăм, виçĕ çула яхăн тĕрмере пултăм.

Çавăнпах çири çи-пуçĕ хура тĕслĕ пулнине ăнлантарчĕ.

– Урăх тум тăхăнса тухма пулатчĕ-ха. Атте-аннене, юлташсене чăрмантарас килмерĕ, – вырăсла-чăвашла хутăш калаçрĕ вăл.

«Йĕплĕ пăралук леш енче пулнă» тени манра çÿçенÿ çуратрĕ, кĕлетке тăрăх сивĕ чупса иртрĕ тейĕн.

Тăван килне таврăннăран савăнса кăштах «çуттине» тутаннине те пытармарĕ. Михаил хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ĕнентерÿллĕрех пулма хура пакетра выртакан докуменчĕсене кăларса кăтартрĕ.

– Çывăх çыннусемшĕн тунсăхларăн-и; – ыйту паратăп çирĕм çултан кăшт çеç иртнĕскерне.

– Батьăпа мамашăна курас килет, – тюремщиксен жаргонĕпе калаçрĕ вăл. – Анчах кĕртеççĕ-ши вĕсем мана; Эпĕ киле таврăнасса юлташсемсĕр пуçне никама та пĕлтермен-çке.

– Савнă хĕрÿ пур-и;

– Качча кайнă вăл. Эпĕ вара уншăн темĕн те тума хатĕр пулнă. Ылтăн çĕрĕ ыйтнă – илсе панă.

Калаçура жаргонпа усă курчĕ.

– Иртнĕ вăхăта каялла тавăрас пулсан çак çулсене пачах та урăхла пурăнса ирттернĕ пулăттăм, – ÿкĕнерех калаçрĕ вăл. – Юлташсене те урăххисене суйлăттăм. 18 çултах авланса ярăттăм.

– Манăн куçсенче мĕн куратăн; – ыйту пачĕ мана. – Тĕрĕсне кала.

– Ывăнни тата тарăхни, кÿренни палăрать, – тетĕп.

Пуçне сĕлтсе манпа килĕшрĕ те каллех куçлăхне тăхăнчĕ.

– 23-ре çеç-ха эпĕ, анчах та пурнăçа малашне мĕнле йĕркелемеллине тавçăрмастăп. Ăçта кайса ĕçе вырнаçас; Ирĕкре хама ытлашши туймăп-ши; Килтисемшĕн ют çын пулмăп-ши; – çине-çинех ыйту пачĕ хăйне. Анчах та юлашкинчен çирĕппĕн кăна çапла каларĕ: «Хăть те мĕнле пулсан та хама кÿрентерме никама та ирĕк памăп».

Хăйне мăнаçлă тытма тăрăшрĕ пулсан та Миша çемье ăшшишĕн тунсăхлани сисĕнчĕ. Темрен хăрани палăрчĕ.

Ытти чухне киле выртакан çул кĕске туйăнатчĕ пулсан, ку чухне вăраха тăсăлчĕ. Тин çеç паллашнă çамрăк чунра шикленÿ çуратрĕ.

Э.ВАНЮШИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика