12 октября 2011 г.
Кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне хĕнесси тăтăшах тĕл пулать. Акă черетлĕ пăтăрмахсенчен пĕри Шуркасси ялĕнче пулса иртнĕ. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăнтăрла Л. гражданин хăйĕн килĕ умĕнче ялти пĕлĕшĕпе хирĕçÿ пуçарнă. Сăмах çине сăмах, çавна май калаçу та хĕрсе пынă. Л. пĕлĕшне хĕнесе пĕтернĕ. Пĕр ял çыннин кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕсем суранланнă.
Киревсĕр ĕçсем тăвиччен малтан кăштах шутласчĕ. Пĕр-пĕрин ăнланманлăхне харкашу патне илсе çитерес марччĕ. Çынна ватнипе телейлĕ пулаймăн. Çавăнпа хамăра тытма пĕлесчĕ.
Н.ФИЛИППОВ,
шалти ĕçсен пайĕн штаб инспекторĕ.