АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ хваттерсенчен – çĕннисене

12 октября 2011 г.

2009 çулта пирĕн районта кивĕ хваттерсене пăснă май 31 гражданина пурăнмалли çĕнĕ вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 2 çурта пăснă. Çак ĕçсене пурнăçлама 11,07 миллион тенкĕ кайнă, çав шутран 7,22 миллионĕ – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондран.

«Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă кивĕ тата авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли» республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа 2010 çулта района Чăваш Республикин бюджетĕнчен тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондран 18612,6 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа иртнĕ çул 846,40 тăваткал метр чухлĕ 18 хваттер туяннă, 52 гражданина çĕнĕ вырăна куçарнă. Кунпа пĕрлех нумай хваттерлĕ 2 çурта пăсма тата çынсене вырнаçтарма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă.

Кăçал района Чăваш Республикин бюджетĕнчен тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондран 12230 пин тенкĕ уйăрса пама пăхнă. Ку укçапа йăтăнса анма патне çитнĕ нумай хваттерлĕ ултă çуртра (пĕтĕм лаптăк 490,93 тăваткал метр) пурăнакан 36 граждана çĕнĕ вырăна куçараççĕ. Килекен укçапа 598,33 метр чухлĕ пурăнмалли вырăнсем тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика