12 октября 2011 г.
3-4 çулхи арçын ачана пĕр вĕçĕмех асăрхатăп. Урамра вылякан шăпăрлан кашни иртен-çÿренех тимлĕ сăнать. Кам та пулин унпа калаçу пуçарсан, хăй çумне тытса лăпкасан, тутлă кучченеçпе сăйласан уйрăлмасть пĕчĕкскер. Кашни хĕрарăмрах амăшне курать, ăна «Анне!» тесе чĕнет. Вăл кун çути парнеленĕ амăшĕсĕр тунсăхлать. Лешĕ вара темиçе çул каялла пепкене асламăшне парса хăварса ирĕклĕх шырама тухса кайнă. Районти лару-тăру çинчен опекăпа попечительство органĕн специалисчĕпе Ирина Петровна Ильинапа калаçатпăр.
– Çулран çул тăлăхсен шучĕ ÿссе пырать. Анчах та ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлнăран мар чылай чухне ачана патшалăх хăй хÿттине илет. Социаллă тăлăхсем ку тытăма ытларах лекеççĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнче 108 тăлăх ача шутланать. Вĕсенчен 14-шĕ кăна хăр тăлăхсем пулсан, ыттисен çывăх çыннисем таса сывах, эрех шурлăхне путса ачисем çинчен маннисем. Çулсеренех 10-11 ачана ашшĕ-амăшĕнчен туртса илме тивет.
– Камсем-ха ачисен телейне таптаççĕ;
– Алкоголизм чирĕ ăруран-ăрăва куçни паллă. Малтан ашшĕ-амăшне правасăр хăварнă пулсан, халĕ вĕсен ачисен тĕлĕшĕпе административлă ĕçсем пăхса тухатпăр. Ĕçкĕç çемьере ÿснĕ ачасенчен нумайăшĕ аслисен çулĕпех каяççĕ. Юлашки вăхăтра арăмĕпе упăшки те пĕрле « уяв» йĕркелени те çула çитменнисен комисси членĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар. 2009 çулта 12 çемьерен ачана туртса илнĕ пулсан, пĕлтĕр тăххăр пулнă. Кăçал сакăр уйăхра кăна кун пек 5 йышăну тунă.
– Малашнехи шăпи вĕсен еплерех-ха, Ирина Петровна;
– Пуриншĕн те паллă: çемьерен хакли нимĕн те çук. Çакна тĕпе хурса тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарассипе тимлетпĕр те ĕнтĕ. Çемьере тата интернат çуртра ÿснĕ ачасем пĕр-пĕринчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. 2000-2002 çулсенче ашшĕ-амăшĕшĕн ытлашши пулнă 24 ачаран 16-шне интерната вырнаçтарнă пулсан, кăçал тупса палăртнă 10 ачана та çемьесене усрава панă. Паянхи куна районти 30 усрав çемьере 52 ача пурăнать. Çак ĕçе вĕрентÿ Министерствипе тĕллевлĕ пурнăçласа пыратпăр. Унта тăлăх ачасен кăтартăвĕсемпе ятарлă банк йĕркеленĕ. Пĕтĕм информацие унта тупма пулать.
– Тăлăхсене патшалăх пулăшу кÿрет-и;
– Паллах, пысăк тимлĕхре вĕсем. Усрава илнĕ 1-2 ачашăн – 3295 тенкĕ пулсан, виçĕ е ытларах ачашăн 4680 тенкĕ. Çавăн пекех тăлăхсене те патшалăх укçан пулăшу парать. Ача икĕ çул тултариччен 5193 тенкĕ тÿлет, 2-7 çулччен 5402 тенкĕ уйăрать, 18 çул тултариччен 5932 тенкĕ парать. Усрав ашшĕ-амăшĕ тăлăх ачан укçине тĕллевсĕр усă курасран тĕрĕслесех тăратпăр. Патшалăх уйăракан укçана мĕнле тыткаланине палăртса уйăхсерен отчетпа тивĕçтереççĕ. Килти пурăнмалли условисене тĕрĕслетпĕр.
– Тăлăхсене тивĕçекен çăмăллăхсем çинчен асăнсамăр;
– Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем саккунра палăртнă пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсене конкурссăрах кĕреççĕ. Çавăн пекех тÿлевсĕрех профессилле иккĕмĕш пуçламăш пĕлÿ паракан йĕркепе те усă курма пултараççĕ. Асăннă категорири ачасене патшалăх тивĕçтерет. Юлашки çулсенче тăлăх ачасем хушшинче те аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденисене кĕресси палăрмаллах ÿсрĕ. 2011 çулта 1 ача медицина колледжне, 3-шĕ техникумсене кĕчĕç. Тăлăхсене кил-çуртпа тивĕçтересси вара çивĕч ыйту пулса тăрать.
Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.