12 октября 2011 г.
Сакăр теçетке çула ярса пуснă çивĕч те хастар çын паянхи кун та пĕртте çăмăл мар ĕçре – токарьте вăй хуни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ мана. Шутласа пăхăр-ха, сакăр вунă çула çитнисене хальхи пурнăçра нумаях тĕл пулаймăн – хăшĕсен сывлăхĕ хавшанă, теприсем вара (ытларахăшĕ арçынсем, хĕрарăмсем те пур) эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхнипе, пирус-сигарет мăкăрлантарнипе тивĕçлĕ канăва тухаймасăрах пурнăçран уйрăлаççĕ.Янăшри Анатолий Потапов пирки ниепле те ун пек калаймăн. Çур ĕмĕр тĕрлĕ организацисенче тимĕрпе ĕçленĕ вăл – токарь пулнă. Халĕ те «Новый путь» хуçалăхăн Чăваш Сурăмĕнчи машина-трактор паркĕнче çак ĕçпех тăрăшать. Яш каччă пек çутă та таса сăнлă курăнакан, хăвăрт утса çÿрекен, яланах шÿтлесе калаçакан Толя тетерен «ватăлма маннин» вăрттăнлăхĕ пирки ыйтмасăр чăтаймарăм.
– Нимĕнле вăрттăнлăх та упрамастăп эпĕ, – кăмăллăн кулса илчĕ Толя Потапов (ăна пурте çавăн пек чĕнме хăнăхнă). – Кунсерен физкультура хусканăвĕсем туса илетĕп, çуран çÿреме юрататăп, пирус таврашне çăвара хыпман, хаяр шĕвекпе туслашман.
Пĕлĕшĕм сăмахĕсем çумне çакна хушса калани те вырăнлă пулĕ. Тăван ялĕнчен 17-18 çухрăм инçетри Элĕк салинче ĕçлеме пуçласан та ирхине Янăшран, каçалапа каялла çуранах утать Анатолий: аслати авăтса шалкăм çумăр çунине е тата çил-тăман çавăрттарнине пăхмасăрах. Маршрутлă автобуссем чупмастчĕç çав иртнĕ ĕмĕрти 50-70-мĕш çулсенче. Çакăн пек йывăрлăхсенчен шикленсе тăманни те сывлăха çирĕплетме пулăшнах пуль çав.
«Толя токарĕн» (водительсемпе механизаторсем, техникăпа ĕçлекен специалистсем ăна тахçантанпах çапла чĕнеççĕ) ачалăхĕ çăмăлах килмен. Шăпах Аслă вăрçă пуçлансан, 1941 çулхине Толя Чăваш Сурăмĕнчи шкула пĕрремĕш класа каять.
– Питĕ йывăрччĕ, йĕркеллĕ çи-пуç та çукчĕ, шкула çулла та, хĕлле те çăпатапа çÿреттĕмĕр. Çимелли пулманран уй тăрăх çĕрĕк çĕр улми пуçтараттăмăр, – хурланарах аса илет ветеран.
Пуçне усман çирĕп кăмăллă йĕкĕт, малаллах талпăннă. 10 класс хыççăн Шупашкарти педагогика институтне çул тытать. Экзаменсене ăнăçлă тытса ют çĕр-шыв факультечĕсен алăкĕсене хăюллăнах уçать, нимĕç чĕлхи уйрăмĕнче вĕренме тытăнать. Анчах тăван ялĕнчи кил хуçалăхĕ, ахаль те кивелсе çитнĕскер, татах юхăнса пырать, студента пурăнма укçи те çитмест.
Пĕр çул ăс пухнă хыççăн ирĕксĕрех аслă шкулпа сыв пуллашма тивет унăн. Ун чухнехи «30 лет Чувашии» колхозра (халĕ «Новый путь» хуçалăх) ĕçлет çамрăк. 1954 çулта Толя Потапова Совет Çарне илеççĕ. Янăш каччин салтак хĕсмечĕ Демократиллĕ Германи Республикин тĕп хулинче – Берлинта иртет, рядовой салтакран старшинана çити ÿсет, 160 миллиметрлă миномет отделенийĕн командирĕ пулать. Лайăх кăтартусемшĕн ăна 12 хутчен тав тăваççĕ, 2 хутчен «Отличник минометчик» паллăна тивĕçет (çав шутра – Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕн командующийĕнчен Якубовский маршалтан та). Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен Анатолий Потапова Совет Çарĕн служащийĕ пулма, хальхи пек каласан контракт службине хăвараççĕ. Пĕлетĕр-и, питех те яваплă тивĕçсене пурнăçламалли вырăна лекет чăваш ачи. Вăл хваттерпе эксплуатаци управленийĕн ют çĕр-шыв çар дипломачĕсен тулаш çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет.
– Питĕ интереслĕччĕ, яваплăхĕ те пысăкчĕ. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен, Франци, Англи çар дипломачĕсене мĕн кирлипе тивĕçтереттĕмĕр, – каласа парать ентешĕмĕр.
Çичĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн А.Потапов Шупашкарти электроаппарат заводĕнче токарьте ĕçлеме тытăнать. 1961 çултанпа йăлтах тимĕртен тĕрлĕ япаласем ăсталассипе çыхăннă унăн ĕçĕ. Пĕтĕмпе 50 çул – çур ĕмĕр вĕт! Чылай вăхăт «Сельхозтехника», «Агропромхимия» пĕрлешÿсенче тăрăшать, 2008 çултанпа – «Новый путь» хуçалăхра. Çарта чухнехи пекех, ĕçре те тав хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕçет, ăна «За трудовую доблесть», «За трудовое отличие», «За трудовую доблесть в Великой Отечественной войне» медальсемпе чыслаççĕ. Унăн çавăн пекех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юбилей медалĕсем пур, вăл – ĕç ветеранĕ.
– Ĕçлес кăмăл чакмасть-ха, чун-чĕре те, алăсем те токарь станокĕ патнех туртăнаççĕ, – хавхаланса калаçать А.Потапов.
Телейлĕ çемье çавăрнă Потаповсем. Мăшăрĕпе – Раисăпа иккĕшĕ хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ.
Вениамин ПАВЛОВ.
Ÿкерчĕкре: А.Потапов çар хĕсметĕнче чухне.