АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăри пурнăç асран тухмасть

12 октября 2011 г.

Дубовски поселокĕнче аслă ăрурисем палăртнă тăрăх çамрăксем чылаях мар. Вĕсенчен пĕри – Сергей Моисеев. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн ялтах юлма палăртнă каччă.Телее, Сергей Моисеева урамра тĕл пулма май килчĕ. Вырăсла калаçаканскер чăвашла лайăх ăнланать.

– Хальлĕхе урана амантнă хыççăн ĕçлеме кайма пултараймастăп, çавăнпа та килтех пурăнатăп. Шăллăмпа тата аттепе пĕрле кун кунлатпăр. Халĕ килте юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ку ĕçре те эпĕ аякра тăмастăп, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп, – пĕлтерчĕ каччă.

Ялти пурнăç çинчен сăмах пуçарсан çирĕм тăххăрти каччăн сăнĕ салхулланчĕ. «Кичем пулнине пытармастăп. Вăхăтăн ытларах пайне урамра е килте ирттеретпĕр. Çынсемпе курса калаçни те тунсăха сирет, пушă вăхăта ирттерме ялта культура çурчĕ çук. Юлташсемпе курса калаçса ларма та, вăхăта усăллă та хаваслă ирттерме те ятарлă вырăн тупаймастăн», – пĕлтерчĕ Сергей.

Çемьере кĕçĕнниех мар пулин те çамрăк ял пурнăçне суйласа илнĕ. Элĕк шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн тепĕр çĕре вĕренме кайма май килмен. Шупашкар хулинче стройкăсенче тимленĕ. Хыççăн çар ретне тăнă. Чечен республикинче службăна ирттернĕ.

– Икĕ çул çурă пулма тиврĕ салтакра. Пĕррехинче вертолетпа вĕçсе пынă чух сасартăк ăна тивретрĕç. Паянхи пек астăватăп çĕр вун сакăр çынччĕ вертолетра. Çавна пула тепĕр çур çул салтак аттине тăхăнмалла пулса тухрĕ, вертолет ÿкнĕ вырăна тасатассинче тимлĕх кăтартрăм, – тăсрĕ калаçăвне С.Моисеев.

Салтакран таврăнсан та хулара тĕпленме шутламасть. Ют хуласене ĕçлеме кайса çÿреме тытăнать. Мускав, Тверь, Чулхула çумĕнчи хуласенче вăйне шеллемесĕр ĕçлет. Шел пулин, те пĕлтĕр Чулхулара çурт купаланă çĕрте иккĕмĕш хутран асăрханмасăр ÿкет. Хăрах урине вăйлах амантать. Паянхи кун икĕ ури çине тăма йывăртарах пулнине пытармарĕ вăтăралла çывхаракан çамрăк. Авланасси пирки сăмах хускатсан Сергей Моисеев калаçăва аякалла пăрчĕ. «Ялта хĕрсем çук», – тесе шÿтлекелесе пăхрĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика