АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха – пысăк шанăçпа

12 октября 2011 г.

Пирĕн район «Чăваш Республикинчи 2011 çулхи культура территорийĕ» ята тивĕçрĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăха, бюджет секторне реформăланипе культура учрежденийĕсен эффективлă ĕçлекен тытăмне сыхласа хăварнă. Элĕк Енре 31 культурăпа кану, 20 библиотека учрежденийĕсем, культура сферинче хушма пĕлÿ паракан тепĕр учреждени шутланаççĕ. Культура тытăмĕнче вăй хуракансем 106-ăн.

Культура сферинче бюджет пулăшăвĕн пахалăхĕн стандарчĕсене туса хунă. Культура учрежденийĕсене çĕнĕлле ĕçлеме куçарма май пуррине хак панă. Ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ. Ял тăрăхĕсенче интегрированнăй йышши структура туса хурассипе – клуба, библиотекăна, музее пĕрлештерессипе ĕçе тытăннă.

2008-2010 çулсенче 5 культура учрежденийĕнче çуртсене 5 миллион та 368 пин те 300 тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. 3 учреждени республика бюджечĕн шучĕпе сасă, çутă, компьютер оборудованине, сцена костюмĕсене тата çи-пуçне 1 миллион та 401 пин тенкĕлĕх ытла туяннă. Библиотекăсенче вăтамран çĕнĕ литература 1000 çын пуçне 0,062 экземпляр кăларăм илнĕ. Вулавăшсене пĕтĕмпе 12 пин те 991 çын пырса çÿрени паллă.

Кăçал районта культура проекчĕсене 19 реализациленĕ. Пĕрремĕш çур çулта клуб учрежденийĕсенче юратакансен пĕрлешĕвĕсемпе клубĕсем 333 ĕçленĕ, 2903 мероприяти ирттернĕ, çав шутран 356-шĕ тÿлевлĕ. Пĕтĕмĕшле экспонатсен хисепĕ – 17975 единица.

Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн пынă конкурсра «Сохраняя традиции, уважая память» проектпа 50 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Культура тата архив ĕçĕсен сферинчи çамрăк специалистсен республикăри конкурсĕнче иккĕн лауреатсем пулса тăчĕç.

Л. СЕМЕНОВА,

район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика