12 октября 2011 г.
«Авăнмасăр вăй хумасăр тырă вырас мар, атте-анне ятне сая ярас мар», – пĕр вĕçĕмех аса килеççĕ çак юрă сăмахĕсем. Çакна тĕпе хурса ÿснĕ те ĕнтĕ эпир. Çулсем иртнĕ çемĕн те унăн пĕлтерĕшĕ çухалманнине, чылай çамрăк ваттисен сăмахне пăхăннине туятăп. Ураскилтри Красновсемпе шăпах çакна çирĕплетме пултаратăп.Валерийпа Светлана чăннипех те çĕр ĕçченĕсем шутланаççĕ. Пай çĕрĕсене илсе пĕчĕк фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕç вĕсем. Виçĕ гектар çĕр çине нумай çул ÿсекен курăксем акрĕç, çĕр улми те лартрĕç. Тухăçĕ те япăхах мар.
Кил-хуçалăха аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ Красновсем. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Икĕ ĕне, пилĕк вăкăр усраççĕ.
– Выльăх шутне татах ÿстересшĕн, – палăртрĕ ĕмĕт-тĕллевне кил хуçи хĕрарăмĕ. Ытти çулсенче хурсем чылай тытнă пулсан, кăçал бролер чĕпписене йышлă усранă.
Ĕçченлĕхĕ ăруран-ăрăва куçать Красновсен. Валерăн ашшĕ Аркадий, амăшĕ Нина ялта ятлă çынсемччĕ. Аслă ăрури çын мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра тракторист-комбайнерта тăрăшрĕ. Яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Вырма тапхăрĕнче хастарлăх кăтартнăшăн пĕр çулхине «Урал» мотоцикла та тивĕçрĕ А.Краснов.
Валерийăн та çак туртăм ачаранпах палăрать. Çамрăк саккăрмĕш класранах ашшĕпе пĕрле комбайнер пулăшаканĕнче тимлерĕ. Ÿссе çитсен те пурнăçне ял хуçалăхĕпех çыхăнтарчĕ. Комбайн штурвалне алăран вĕçертмен. Кăçал та кĕрхи кунсенче «Новый путь» хуçалăха пысăк пулăшу кÿчĕ В.Краснов. Унта вырма ĕçĕсене хутшăнчĕ. Халĕ вара тăрăшуллă çамрăк çул-йĕр тăвакан организацире ĕçлет. Светлана мăшăрĕ те ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм. Донорсен кунне хутшăнать, юн парать.
Ливерий ФЕДОРОВ, Ураскилт ялĕ.