12 октября 2011 г.
Хĕрпе каччă тĕл пулса паллашасси тĕрлĕрен килет. Тури Вылă яшĕ Николай Николаев Шупашкарти пĕр кантурта секретарьте тимлекен хĕре асăрханă та тÿрех килтĕштерсе пăрахнă. Хăй те ку организацире водительте тимленĕ-çке. Кулленех сывлăх сунса сăмах хушнинчен пуçланса вăй илнĕ пĕр-пĕрин хушшинчи черченкĕ те хĕрÿ туйăмсем. Кĕçех пĕр çемьене чăмăртаннă кÿршĕллĕ Вăрнар тата Элĕк районĕсен хĕрĕпе каччи. Кусем ялта пурнăç тытассинчен те шикленсе тăман. Иккĕшĕ те, пĕр шухăшлă пулса, Тури Вылăна таврăннă. Çĕнĕ пурнăç чĕртсе янă мăшăрсем.
Килĕшÿре – ăнăçу. Кар тăрса ĕçлесе, кил-çурта тĕпренех çĕнетеççĕ вĕсем. Картишĕ тулли выльăх-чĕрлĕх тытма пуçлаççĕ. Виçĕ пай çĕре, ултă гектара яхăн, харпăрлăха илнĕ вĕсем. Унта ытларах выльăх апачлĕх культурăсем туса илеççĕ. Паллах, калама кăна çăмăл.
Мăшăрсем килти хуçалăхран тупăш илмелли меслет тупнă. Тури Вылăра пурăнакансен вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе ырă йăла пур-çке. Çавсенчен тĕслĕх илнĕ те Николаевсем. Пуян опытлисемпе канашланă, ырă сĕнÿсене хаваспах йышăннă. Пыл хурчĕсене ĕрчетессипе литература та нумай вуланă. Кĕçех утар та тытаççĕ вĕсем, кĕске вăхăтрах вĕллесен шутне вăтăра та çитереççĕ.
– Кăçал пыл чылай илтĕмĕр. Сутмалăх та пур, – пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Римма Михайловна.
Унăн тĕп ĕçĕ вара шкулпа, ачасемпе çыхăннă. 1982 çултанпа Тури Вылăран Ураскилте çÿрет вăл.
Римма Николаева шкулта лаборанткăра вăй хунă. Библиотекăра чылайранпах пĕр улшăнмасăр тимлет.
– Фондра 9 пин ытла кĕнеке, çав шутран учебниксем 3,5 пин. Вулавăш ĕçне пĕтĕмĕшпех компьютеризациленĕ, – паллаштарчĕ ĕçĕпĕ Римма Николаевна.
Библиотека – вĕренекенсен юратнă вырăнĕ. Ачасем кунта кĕнеке илнипе пĕрлех унăн ĕçне те тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.
Е.ТИМОФЕЕВА.