12 октября 2011 г.
Мăн Тукташ – пысăк ял. Тĕп урамра пÿртсем шăкăрин ларса тухнă. Утнă çемĕн пĕрин çине тинкерсе пăхатăн, унтан теприн çине... Кашниех расна паллах. Акă Илья Тукташ хăйĕн ачалăхне ирттернĕ çурта тÿрех асăрхама пулать. Нумаях та каймастăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Валериан Степановăн пÿрчĕ патне пырса тухатăн.
Çапла, Мăн Тукташран хăй вăхăтĕнче паллă çынсем сахал мар тухнă. Герасим Харлампьев писатель те ку ялта çуралса ÿснĕ. Çавăнпа та вăл çамрăк чух пурăннă çурта та курас килчĕ. Акă курăнать вăл, шифер витнĕ йывăç çурт. Йĕри-тавра чуспа çапса тухнăран пĕренесем куç тĕлне пулмаççĕ. Урам енчен стена çинче Асăну хăми çакăнса тăрать. Кунта çапла çырнă: «Çак тĕп килте 25.12.1913 ç. çуралса ÿснĕ художник, писатель, поэт, драматург Герасим Дмитриевич Харлампьев». Шел пулин те халĕ ку кил-çуртра никам та пурăнманни тÿрех палăрчĕ. Шалта авă кăмака та çурăлса кайнă. Сарайсем те кивелнĕ. Пÿрчĕ те тахçан тунăскерех. Çĕнетменрен, юсаманран стена çинчи сăрă та кайса пĕтнĕ. Кил хушши те пуш-пушах. Пирĕн патран иртсе кайнă çын каланă тăрăх, Г.Харлампьевăн шăллĕ тĕп киле çу кунĕсенче сайраран çеç килсе кайнă, анчах хальлĕхе темех туман.
Герасим Харлампьев пирки çакна каламалла. Вăл 1913 çулта Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Шкулта, педагогика рабфакĕнче, художество техникумĕнче вĕреннĕ. Вăрçа хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательствинче художник-редакторта ĕçленĕ май мĕн чухлĕ кĕнеке-хаçат илемлетмен-ши; Г.Харлампьев республикăн пирвайхи гербĕн авторĕ те. Вăл талантлă писатель те шутланнă. Пьесăсем çырнă, Чăваш патшалăх академи театрĕ унăн «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр», «Юлашки тĕл пулу», «Чуну таса пулсан» пьесисене сцена çине кăларнă. Калавсемпе юмахсем те çырнă. Унăн сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрăçсем шăрантарнă. «Улăхра курсан чечек» юрă вара чăн халăх юррине куçнă. Герасим Харлампьев нумай кĕнеке пичетлесе кăларнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ çын халĕ пирĕн хушăра çук. Апла пулин те ял çыннисем хăйсен ентешне манмаççĕ, унпа мухтанаççĕ.
Поэтăн пÿрчĕ пушă ларни урама илем кÿменни паллă. Пурăна-киле çурта тăванĕсем юсасса шанас килет.
К.ЮРЬЕВ.