АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăвансем – ăстаçăсем

12 октября 2011 г.

Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Козлов ал ăстисем пирки сăмах пуçарсан Леонид Гаврилович Григорьев ятне асăнчĕ. Вăл шкулта ĕç урокĕсене ирттернĕ иккен. Унăн ывăлĕсем Анатолий, Николай, Владислав улмуççинчен улми аякка ÿкмест тенине çирĕплетеççĕ.

– Эпĕ ÿкерчĕксем тума кăмăллатăп. Коля ку енĕпе те пултаруллă. Иксĕмĕр пĕрле ĕçлĕпĕр. Слава вара пире пулăшаканни пултăр, – тенĕ Анатолий пĕртăвансене.

Кольăпа Слава сăнран пăхсан пĕр тумлам шыв пекех. Йĕкĕрешсем-çке вĕсем. Кусен шухăш-кăмăлĕ те пĕрешкеллине асăрханă ашшĕпе амăшĕ. Анчах вĕсем яланах пĕрле мар. Коля тĕп хуламăрта вăй хурать. Слава тăван килĕн ăшшине тытать. Çемьеллĕ вăл. Анна мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстереççĕ.

Оля вун пĕрте, шкулта вĕренет. Максим пĕчĕкрех-ха, яра куна ашшĕ-амăшĕпе чĕвĕлтетет. Çамрăк çемье тăрăшуллă. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ.

– Кулленех сĕт сутатпăр, укçи-тенкине вăхăтра параççĕ, – терĕ çамрăк кил хуçи хĕр арăмĕ.

Унăн калаçăвĕнчен вăл вырăслараххи палăрчĕ. Вăрнар районĕнчи Нурăс хĕр ачи Ураскилте çывăх çыннисем патне килсе çÿренĕ иккен. Слава вара ăна килĕштернĕ, чăмăртаннă та çемье. Вун икĕ çул юнашар Григорьевсем. Çĕнĕ ĕçе пуçарса янипе те кăмăллă вĕсем.

Килти мастерскойĕнче яра куна ĕç шавĕ. Кунта йывăçпа ĕçлемелли тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çавна май хыр-чăрăш чус-хăмана тем хушăрах çураççĕ, саваласа якатаççĕ.

Хыççăн рамăсене тытăнтараççĕ. Çиелтен хитрелетсе илемлетмелли хатĕрсем те пур. Çамрăк кил хуçи, Владислав Григорьев, рама тăвассипе чăн ăста.

Вăл рамăсене ытларах ÿкерчĕксем вырнаçтарма тăвать. Художникĕсем – Анатолийпе Николай. Шупашкарта ĕçлекенсем тăван килне пушă алăпа таврăнмаççĕ, тĕрлĕрен ÿкерчĕксем маçтăрласа килеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче ытларах тăван тавралăха сăнлаççĕ. Çав эрешсене рама çине вырнаçтараççĕ.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика