АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекен тупнă япалана хăйĕн кĕсйине чикмен

22 октября 2011 г.

Элĕкри вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра пĕлÿ илекен Дмитрий Ананьев черетлĕ урокран тухрĕ те тантăшĕсемпе тин çеç вĕреннĕ çĕнĕ тема çинчен хĕрсех калаçрĕ. Хăйĕн шухăшне палăртрĕ, пĕрле вĕренекен ачасен сăмахне итлерĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан Дмитрий Элĕк салинчи Николаев паркĕпе иртнĕ. Уроксем хыççăн киле кайнă май паркри вăйă оборудованийĕсем çинче вăхăта ирттернĕ. Шкул сумкине сак çине лартнă чухне унта карас телефонĕ выртнине асăрханă. Хаклă йышши телефона алла илнĕ те полици уйрăмне çул тытнă Д.Ананьев. Дежурнăй чаçе кĕнĕ. «Эпĕ телефон тупрăм. Сирĕн пата хăварма юрать-и ăна; Тен хуçисем тупăнĕç;, – сăмах хушнă вăл. Полици сотрудникĕ Ю.Архипов шкул ачине гражданла тивĕçе пурнăçланăшăн тав тунă.

Каярахпа карас телефонне шыраса аслăрах классенче вĕренекен хĕрсем полицине çитнĕ. Тавăрса панă ăна.

– Тупнă япалана полицине кайса памаллине ăçтан пĕлетĕн эсĕ; – тетĕп арçын ачана.

– Пĕчĕк чухнех ют япалана тĕкĕнме юраманнине аттепе-анне те, вĕрентекенсем те каланине асра тытатăп. Çу кунĕсенче эпĕ Николаев паркĕнче уçăсен çыххине тупнăччĕ. Ăна та полицине кайса панăччĕ, – хăпартланарах пĕлтерчĕ вăл вырăсла.

Д.Ананьев шкулта тăрăшса вĕренет.

– Математика, вырăс чĕлхи урокĕсем уйрăмах килĕшеççĕ. Унта пуçа ватмалли тĕрлĕ задачăсем, хамăрăн шухăша палăртмалли тĕрлĕ сочиненисемпе изложенисем çыратпăр, – шкулти пурнăçпа паллаштарать вун пĕрти арçын ача.

Çулсеренех кĕçĕннисем хушшинче математика предмечĕпе иртекен «Кенгуру» олимпиадăна хутшăнать вăл.

– Эпĕ йĕлтĕрпе ярăнма уйрăмах кăмăллатăп. Хĕл пуласса тăчăмсăр кĕтетĕп. Ÿссен вара актер пулатăп, – пĕлтерчĕ Дмитрий Ананьев.

Дмитрий акă хăйĕн шухăшне уçăмлă палăртать:

–Эпĕ Даша аппана, аттепе-аннене юратăп», – терĕ те черетлĕ урока васкарĕ вĕренекен.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика