22 октября 2011 г.
Татмăшри Александр Ананьев çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп – хастарлăхĕ халĕ те пысăк унăн. Вăл 82-ре ĕнтĕ, апла пулин те килте ларма-тăма пĕлмест, хăш пĕр вак-тĕвек ĕçсене пурнăçласа пĕтерсенех çула тухать. Вутлана е Вăрманкаса çуран кайса килесси пит йывăрлăх кÿмест ватăна. Куллен утать, сывлăха çирĕплетет.– Эсир, çамрăксем, мĕншĕн утма ÿркенетĕр; – çапларах калама юратать вăл хăйĕн урамĕнче пурăнакан каччăсене.
Ватта кÿрентерес мар тесе хаваслăн кулкаласа çапла хуравлаççĕ:
– Пенсие тухсан эпир те утма пуçлăпăр.
Шÿте лайăх ăнланать Александр Ананьевич, çавăнпах палăри-палăрми йĕрсемпе туртăннă сăн-пичĕ тăруках çуталать. Мана акă Элĕк урамĕнче асăрхасан пырса алă тытмасăр чăтаймарĕ. Сывлăх сунса, пĕр-ик сăмах вакласа илнĕ хыççăн куртка кĕсйинчен сăн ÿкерчĕк кăларса кăтартрĕ.
– Кунта мăшăрпа Агриппинăпа пĕрле тăратпăр эпир. Мăнукăн туйĕнче ÿкерĕнтĕмĕр, – ăнлантарма пикенчĕ А.Ананьев.
– Маттур, ватăлмастăр-ха эсир, – терĕм эпĕ.
– Çулсем малалла кайсан та чунра çамрăклăх туйăмĕсем вăйă выляççĕ. Мăнуксене курсан пушшех те хавасланатăп. Эпир мăшăрпа ултă ачана кун çути парнелерĕмĕр. Тĕрĕссипе, ача çуратма нумай ăс кирлĕ мар, çитĕнтересси пит йывăр.
– Халĕ пурте пурнăç çулĕ çине тăнă пулĕ;
– Çапла. Ачасем аслă пĕлÿ илме пултарчĕç. Çемьере 13 учитель пулнипе мухтанассăм килет. Çывăх тăвансен йышĕнче те вунă ытла учитель. Учительсен ĕç стажĕ 500 çултан та иртет. Династи малалла та тăсăлнине пытармастăп, – кăмăллăн калаçрĕ Татмăшри А.Ананьев.
Вăл РСФСР тата СССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ шутланать. Ачасене математика предметне вĕрентнĕ. Çирĕм икĕ çул шкул директорĕнче, тепĕр икĕ çул директор çумĕнче ĕçленĕ.
Унăн мăшăрĕ Агриппина Ананьева та шкулта чылай çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл та халăха вĕрентес ĕç отличникĕ шутланать.
–– Пенсие тухнăранпа çырас туртăмран уйрăлма пултараймастăп, – сăмаха малалла шутарчĕ Александр Ананьевич. – Халĕ вун виççĕмĕш кĕнекепе ларатăп. Çынна хăйне пурнăçра хавхалантарма пĕр-пĕр интерес кирлех. Эпĕ акă тĕрлĕ архивсенче час-часах пулатăп, истори пĕлтерĕшлĕ материалсене шыраса тупатăп та сĕтел хушшине çырма ларатăп. Кĕнеке вăл – ĕмĕрлĕх. Манăн ĕç çулсем иртсен те сая каймассине лайăх туятăп.
Татмăш çынни хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа панине тимлĕ итлерĕм.
– Пирĕн килте çемье шкулĕ те уçма пулать, – терĕ А.Ананьев шÿтлерех.
Александр Ананьевич Элĕке ĕçпе килнине пĕлтерчĕ. Районти ветерансен халăх хорне çÿренĕрен ыттисемпе пĕрле репетици ирттернĕ çĕре хутшăнасшăн. Унта вăл юрлĕ те, халăх инструменчĕпе те калĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.