АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачасене чикан икерчи те çитернĕ»

22 октября 2011 г.

Атмалкасси ялĕпе утнă май çуртсене сăнатăп. Умлă-хыçлă пĕчĕкрех те лутрарах пÿртсем лараççĕ. Çÿллĕ те хăтлисем те пур, анчах нумаях мар. Акă пĕр пĕчĕк çурт тĕлне çитсе чарăнтăм. Кунта пĕр кинемей е хусах çын пурăнать пуль терĕм. Сасартăк такам мăлатукпа е пуртăпа шакканă сасă илтĕнсе кайрĕ. Çамрăксем калаçни хăлхана кĕчĕ. Çук иккен, кунта ватă мар, пĕр пысăк йышлă çемье пурăнать.Кил хуçи хĕрарăмĕ мана курсан тÿрех урама тухрĕ. Сăмах-юмах ваклама пуçличченех унăн куçĕсем шывланчĕç. Тÿрех ăнлантăм, пурнăçĕ çăмăлах мар хĕрарăмăн. Çавăнпах иртнĕ пурнăçне тÿрех хускатма шутламарăм. Апла пулин те Красноармейски районĕнчен Атмалкассине качча килнĕ Анна Тимофеева калаçма хирĕçлемерĕ. Вăл 1956 çулта çуралнă, сакăр ачаллă çемьере ÿснĕ. Ку йышран паянхи куна çиччĕшĕ пурăнаççĕ. Пĕри çĕре кĕнĕ. Анна Дмитриевна çемьере ачасенчен виççĕмĕшĕ пулать.

Тулли çемьере çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине пăхса тăрантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Шел пулин те, ашшĕ утмăл çула çитиччен çут тĕнчепе сывпуллашнă. Амăшĕ çур çул каялла çĕре кĕнĕ. Сакăр вун пилĕк çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çапах та Анна Тимофеева пуçне усмасть, кичем пурăнмасть. Вăл пĕччен мар, тăванĕсем нумай унăн.

Анна Дмитриевна хăйĕн пурнăçĕнче çичĕ ача çуратса ÿстернĕ, ултă ывăлпа пĕр хĕр. Вĕсенчен виççĕшĕ шăп çав вăхăтра çĕнĕ хуралтăсем хăпартас енĕпе ĕçлетчĕç. Чус-хăма çурса савалатчĕç. Стройматериалĕсене кирлĕ пек виçсе хатĕрлетчĕç.

Тимофеев хушаматпа çÿреççĕ ачисем, Аннăн мăшăрĕ пур пулин те. Вăл шăпăрланĕсене хăйĕн хушаматнех панă.

– Манăн аннен пек шăпа пулчĕ. Вăл та умлă-хыçлă ача çуратрĕ, эпĕ те , – тет аллă пиллĕкри хĕрарăм. – Пире атте-анне лайăх пăхса çитĕнтернĕ.

Чи асли Тимофеевсен – Петр. Вăл икĕ çул каялла авланнă ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни хĕр ача. Оля Мăн Вылăри шкула вĕренме çÿрет. Вăл 12-ре çеç-ха, çиччĕмĕш класра пĕлÿ пухать.

– Манăн ачасем нушаллă ÿсрĕç. Апат-çимĕç енчен çителĕксĕртерех пулнă. Чикан икерчи те, пăрçа та пĕçерсе парса çитернĕ. Пĕччен йывăртарахчĕ вĕсене ÿстерме, – каласа пачĕ А.Тимофеева.

Çемье пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пурнăçăн çăмăлрах çулĕ çине тухать. Акă кĕçех çĕнĕ хуралтăсем çĕкленĕç. Майĕпен тепĕр мунча та туса лартрĕç. Пĕчĕк те тĕксĕм пÿртре пурăнни çеç хĕрарăмăн чунне ыраттарать.

Тимофеевсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çĕр пайĕ те илнĕ вĕсем. Чи кирли – çемьере юрату, сывлăх, ăнлану. Вĕсем пулсан пурте пулать.

А.ТУВАНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика