22 октября 2011 г.
Тавăтри Дмитрий Шакаров йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл виçĕ ачаран чи асли. Тавăт ялĕнче кун çути курнăскер пурнăçне мĕн ачаранах ялпа çыхăнтарма тĕллев лартнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк пĕлĕвне ÿстерме Шупашкара çул тытнă. Пилĕк çул ял хуçалăх академийĕнче наука гранитне «шĕкĕлченĕ». Студент çулĕсем те тем хушăрах иртнĕ тăрăшуллă каччăн. Инженер-механик профессине алла илсен тăван яла таврăннă. Часах çамрăкăн салтак ячĕ тухнă. Казахстан çĕрĕ çинче салтак тивĕçне пурнăçланă Дмитрий Анатольевич. Ĕçĕ кĕтнĕ тейĕн яш-кĕрĕме. Д. Шакаров тÿрех «Таутово» хуçалăхра бригадира вырнаçнă. Виçĕ уйăхран ĕçчен каччăна инженер тивĕçĕсене шанса панă. 2004 çулчченех инженерта тăрăшнă çамрăк. Çак çулах Тавăт каччине «Таутово» хуçалăх тилхепине тытса пыма шаннă. Шанăçа тÿрре кăларма тăрăшнă Дмитрий Анатольевич. Ял хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ир пуçласа каçчен вăй хунă.
– 2005 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлетĕп, – пĕлтерчĕ вăтăр иккĕри арçын.
Унăн мăшăрĕ вара Крымсарайкка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шакаровсем 2007 çулта çемье çавăрнă. Халĕ вĕсем ывăлпа хĕре ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Кирилпа Таисия шкул çулне çитеймен-ха, амăшĕн «çунатти» айĕнче лараççĕ. Нумаях пулмасть Шакаровсем хресчен-фермер хуçалăхне пуçарса янă. Наталия Анатольевна «Шакарова» хуçалăхăн ертÿçи шутланать.
– Ял пурнăçĕ вăл канăçсăр. Чÿречерен тул çутăласса кĕтсе вырăн çинче выртаймăн. Ир-ирех ура çине тăмалла, – тет Н.Шакарова.
Шăпчăк ыйхиллĕ пулма хăнăхнă ĕнтĕ ĕçчен хĕрарăм. Дмитрийăн ашшĕпе амăшĕ те пысăк пулăшу параççĕ çамрăксене. Сăмах май каласан, Надежда Николаевнăпа Анатолий Андреевич ялта хисеплĕ çынсем. Надежда Николаевна ялти ветеринари участокĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех заведующинче тăрăшнă, Раççей наградине те тивĕçнĕ вăл. Унăн мăшăрĕ вара вăтăр виçĕ çул комплекслă бригадăн бригадирĕнче вăй хунă. Шакаровсем виçĕ ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
Дмитрийăн хăйĕн кил-çурчĕ. Вăл килти хуçалăхра палăрмаллах ÿсĕм тунă: çĕнĕ пÿрт, ытти хуралтăсене те çĕкленĕ. Вĕсен çурчĕ аякранах илемлĕ курăнса ларать. – Упăшкипе арăмĕ ĕç тĕлне пĕлсен пурăнма та çăмăл, – тет кил хуçи арçынĕ.
Кунта тĕрĕсси те пур-тăр. Мĕншĕн тесен Дмитрийпа Наталия çур сăмахранах пĕр-пĕрне ăнланаççĕ. Мăшăрсем çитес вăхăтра ялта ферма йĕркелесе ярасшăн, ăратлă вăкăрсем ĕрчетесшĕн. Арçын тăрăшсан, хĕрарăм пулăшсан умри тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пырасса шанаççĕ Шакаровсем.
Вера МОРОЗОВА.