АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем спорта кăмăллаççĕ

22 октября 2011 г.

– Лидия Вениаминовна, паян физкультура урокĕнче урама футболла выляма тухăпăр-и; – чупса пычĕç тăхтав вăхăтĕнче физкультура урокне кăмăллакан 5- мĕш классем. Л. Емельянова ачасемпе килĕшсе пуçне сĕлтрĕ. Шăнкăрав янăрарĕ те шăпăрлансем шкул çумĕнчи спорт площадкине тухрĕç, икĕ ушкăна пайланса мечĕк хăваларĕç.

Лидия Вениаминовна Тени шкулĕнче çирĕм пилĕк çул ĕçлет,ачасене спорта юратма вĕрентет. Вăл ертсе пынипе кашни çулах ачасем районта пулса иртекен «Зарница» вăййисене хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те пур. Акă пĕлтĕрхи ăмăртура Тени шкулĕн команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, виçĕмçул вĕсем виççĕмĕшсем пулнă.

Лидия Вениаминовна Тени шкулĕнче «Çăмăл атлетика» кружокăн тренерĕ шутланать.Çавăн пекех «Хăрушсăрлăх урапи» кружока ертсе пырать.

– Вĕренекенсем кружоксене хаваспах çÿреççĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче «Чи лайăх пĕрлешÿ» конкурсра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç, – хавхаланса калаçрĕ физкультура учителĕ.

Шкулта ытларах çăмăл атлетика енĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртрĕ Лидия Вениаминовна. Çулсеренех ачасем районти ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ. Кунти Таня Никонорова, Наташа Мурзакова, Сергей Терентьев маттур.

Чăнах та, Тени шкулĕнче ăс пухакансем уроксем хыççăн киле васкамаççĕ, спортзала чупаççĕ е урама тухса площадкăра футболла выляççĕ. Кĕçĕн класранпах спорта юратса ÿсеççĕ вĕсем. Ку тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă спортсменсем те пур. Акă Эренар ялĕнче кун çути курнă, Тенири шкулта вĕреннĕ Альбина Иванова марафонкăна пур çĕрте те пĕлеççĕ. Михаил Андреев хăвăрт утассипе спорт мастерĕ шутланать. Спортсменсене шăпах Тенири физкультура учителĕ Лидия Вениаминовна Емельянова малти утăмсем тума пулăшнă. Унăн тÿпи кунта питĕ пысăк.

Кашни ачана спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентет.

В. НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика