22 октября 2011 г.
Пĕрехмай эрех-сăра лачакине туртăнакан çын уссине мар, сиенне ытларах курать. Çакна хам курнă пĕр тĕслĕхпе çирĕплетем. Пĕр тус-юлташăм çĕнĕ пÿрт ĕçкине йыхравларĕ. Халăх ретлĕ, чĕннĕ вăхăта çитеймерĕмĕр уява. Сăлтавĕ те тупăнчĕ, хăямат... Хăнана тепĕр мăшăр та каярах юлса çитрĕ. Арçынĕ манран самай тĕреклĕскер.– Штрафной! Штрафной! – кил хуçи сĕнекен черккине çине-çинех ÿпĕнтерчĕ арçын. – Штрафной!
– Хут купăсна тăс-ха, Кĕркури. Пĕрре урай хăмисене авам! – тăрст! тутарчĕ урисемпе хĕрнĕ арçын. – Пĕрре хуçкаланам хăть...
Тăсса ятăм «Чайкăна». Арçынăн арăмĕ те çунатланнă, эх, икĕ пĕчĕк аллине хире-хирĕç çатлаттарать çеç. Упăшка ташă картине тухнă-çке...
– Хоп-па! Хоп-па! – пĕр урипе те тепринпе урайне вирлĕнех кĕрслеттерет арçын. – Хоп-па!
Пĕр вунă минут та пуль пĕр вырăнта тапăртатрĕ хайхискер. Хаяр шĕвекĕ хаяр шĕвекех çав. Унччен те мухмăрласкерне туххăмрах хавшатрĕ иккен. Пиçмест ташă. Чăваш ташши хыççăн тутарла, ирçелле, мăкшăлла выляса пăхрăм. Аптранă енне грузинсен хăвăрт ташши çине те куçрăм. Лачкам пултăм. Çурăм çине пăчăр-пăчăр тар тапса тухрĕ.
– Хоп-па! Хоп-па! – çине-çинех мăкăртатрĕ арçын. – Яра пар!
Яра пачĕ вара... Çири кĕпине, майкине хывса печĕ. Шăлаварне диван айне чăмтарчĕ.
– Ырра мар ку... Ырра мар! – хура уссине шикленнине палăртсах хускатса илчĕ кил хуçи. – Картран тухнă...
Чăнах та, картран тухнă. Ĕçсе пултăр тенĕ арçын. Намăс-симĕсĕ те вара çавăн чух юнашарах. Халь аллисемпе трусси патне кармашнă чух ăна икĕ арçын васкасах çывăрмалли пÿлĕме йăтса кайрĕç.
Ю.ГРИГОРЬЕВ.