22 октября 2011 г.
Елена Павловăпа Михаил Васильев – Хирлеппуç ялĕнчи мăшăрсем. Иккĕшĕ те ял хуçалăх ĕçĕсене активлă хутшăннă. Елена Павловна нумай çул дояркăра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан почтальонкăра тимленĕ. Унăн упăшкин ĕмĕрĕ вара кĕскерех пулнă.Елена Павловна – ултă ача амăшĕ, ĕç ветеранĕ. Унăн ывăлĕсем тăваттăшĕ те çар службинче пулнă. Иккĕмĕшĕ, Василий, пограничник.
– Салтака каяссине эпĕ хамăн пĕрремĕш тивĕç тесе шутланă. Пограничник пулассине те пĕлнĕ. Çар ĕç комиссариачĕ ку енĕпе малтанах суйласа илнĕ-çке пире. Салтак çулĕ хăш еннелле выртассине вара чухламан, – терĕ Василий Васильев.
1984 çулхи çур кунĕнче Элĕк енĕн хастар каччисем тăххăрăн, çывăх çыннисемпе сывпуллашса, хумханса та хавхаланса, вăрăм çула тухнă. Вĕсене Канашри сборнăй пункта çитсен, поезд çине лартнă. Яшсене Амур облаçĕ кĕтнĕ-мĕн. Каччăсене вĕçĕ-хĕррисĕр шыв хĕрринчи заставăсене вырнаçтарнă. Çĕр-шывăмăр Китайпа чикĕленнĕ вырăн пулнă ку.
Пограничник пуласси вара чыслă та пархатарлă. Куç шăрçине упранă пек сыхламалла чикĕне. Çавна тĕпе хунă та Хирлеппуç каччи. Алла хĕç-пăшал тытса, чăлкăм куç хупмасăр ирттернĕ каçсем халĕ те тĕлĕкĕнче курăнаççĕ иккен.
– Учебка Приморски крайра иртнĕ. БМП водитель-механикĕсем пулса тăтăмăр. Çар техникине алла илни чикĕре питĕ кирлĕ пулчĕ, – тет Василий Михайлович.
Пограничниксене Хабаровск облаçне командировкăна янă. Кунта вĕсене стрелок-автоматчика вĕрентнĕ. Хыççăн – Афганистана. Сăртлă-туллă, кăткăс лару-тăрури çĕр-шыв чиккине вунă уйăх сыхлаççĕ пограничниксем. Йышра Элĕксем те пулнă. Тăван кĕтесе тĕрĕс-тĕкел, сывă çаврăнса çитнĕ.
Василий Васильев малтанах «Аликовский» совхозра, «Нива» хуçалăхра механизаторта вăй хунă. Улма-çырла комбинатĕнче МТЗ-82 тракторпа ĕçленĕ.
Çамрăк ĕçчене тăрăшулăхне кура Элĕкрех хваттер панă. Вăл савнă мăшăрĕпе, ачисемпе унта пурăнать.
– Çарта пулнăшăн ÿкĕнместĕп, халĕ те хама пограничник пек туятăп, – терĕ Василий Михайлович.
С.ИВАНОВА.