АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри ыратăва алла черкке тытнипе çеç ирттереймĕн

22 октября 2011 г.

Ялсенче те, хуласенче те час-часах ĕçекенсем тĕл пулаççĕ. Ĕçекен çын хăйĕн юлашки кĕсйинчи укçине те хĕрхенмест. Халĕ кашни ялта тенĕ пекех эрех-сăра вăрттăн сутаççĕ. Шел пулин те, ĕçекенсем хăйсен çывăх çыннисене шар кăтартаççĕ, обществăшăн хăрушлăх та кăларса тăратаççĕ. Хăшпĕрисем çемьере харкашу кăлараççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Мĕн чухлĕ çын эрехе пула кашни çул леш тĕнчене ăсанать. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те ĕçме юратаççĕ.Хăна-вĕрле килессе е çуралнă куна кĕтеççĕ. Ку тĕслĕх эпĕ çуралнă Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă. Икĕ 60-62 çулсенчи хĕрарăм пенси укçи илсен шурă эрех туяннă. Каç енне ун патне татах тепĕр хĕрарăм пынă. Хăйхискерсем тепĕр çур литр туяннă. Каçхине хăна киле кайнă. Анчах та ир еннелле Мария ĕнене кĕтĕве яманнине пускилсем асăрханă. Çынсем алăка шакканă, уçакан пулман. Йĕркелĕх хуралçисене чĕнсе илме тивнĕ. Пÿртре Мария пĕр хускалмасăр выртнă. Ывăл-хĕрĕсене вĕри куççуль тăкни те пулăшаймарĕ. Ытларах ĕçсен чĕрене йывăр килет çав.

Пĕр ялта 48 çулхи арçын эрех нумай ĕçнипе аптраса ÿкнĕ. Çынсем «васкавлă пулăшу» машини чĕнсе илнĕ. Реанимацине хунă. Анчах та шурă халатлисем чунтан тăрăшсан та арçынна çăлса хăварма май килмен. Тепĕр кунне вилсе кайнă. Мĕнех калăн, эрех вăйлă çынна та ураран ÿкерет. Шалт тĕлĕнетĕп: çав наркăмăша мĕншĕн ĕçеççĕ-ши; Ара унсăрах лайăх вĕт пурăнма. Эрех-сăра телей кÿмест, хуйхă-суйхă çеç илсе килет, сывлăха хавшатать. Хăшĕ-пĕри хуйхă-суйхă тупăнсан ĕçетпĕр теççĕ. Анчах та чун ыратăвĕ эрех ĕçнипе иртмест. Вăл тĕппипех этеме пĕтерет. Пушă вăхăта хаяррисĕрех лайăх ирттерме пулать. Эрех-сăра ĕçмесен, чĕлĕм туртмасан пурăнма та канлĕ, хăвна çав тери телейлĕ туятăн. Манăн ялан пысăк тĕллев пулнă: алла нихăçан та черкке тытмалла мар. Ялан çапла пурăнасчĕ.

Геннадий ТОКАРЕВ, Смородино ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика