26 октября 2011 г.
Шăрпăкпа выляма юрамасть, тетпĕр. Анчах пур чухне те капла мар иккен. Акă ачасем унран темĕн тĕрлĕ япаласем ăсталама пултараççĕ-мĕн. Тĕслĕх вырăнне Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти саккăрмĕш класра вĕренекен Максим Николаевах илĕпĕр. Çуллахи каникул кунĕсенче вăл çĕрĕ-çĕрĕпех кермен (крепость) макетне тăвассипе аппаланнă, шутлама та ăна вăл хăех шутласа кăларнă.
Чăнах та ĕнтĕ, крепоçĕ вăтам ĕмĕрсенчи рыцарьсенни евĕрлĕ мар, кăштах ансатрах вăл. Максимăн ашшĕ-амăшĕн хăйсен ывăлне канфет-шăккалат мар, спичка шăрпăкĕ туянса памалла пулса тухнă. Пĕлетĕр-и, арçын ача кÿршĕри магазинти çур çул спичка саппасне тăкаклама ĕлкĕрнĕ, макета ăсталама 5 пин ытла шăрпăк кайнă.
Л.ВАСИЛЬЕВ.