26 октября 2011 г.
Кĕçĕн Тăванти Альберт юлташĕпе уçăлмалла тенĕ пек Тение çÿренĕ. Мотоциклпа пĕрре кĕрлеттерсе çитнĕ вĕсем, тепре. Кашнинчех иккĕшĕ те хĕрсем çине куç хывнă. Альберт вара Светлана ятлине килĕштернĕ. Иккĕшĕ ăнсăртран Элĕк салинче те тĕл пулса калаçнă. Хыççăн вара каччă хĕре вăрласа кĕртме май тупнă.
Альберт ĕçлеме ÿркенмест. Техникăна ачаллах кăмăлланă. Ку туртăмĕ ăна ашшĕнчен куçнă. Арçын ача çывăх çыннипе пĕрле уйра сухаланă, утă-улăм турттарнă. Пĕлĕвне малалла Калининăри профессипе техника училищинче ÿстернĕ. Тракторист-машинист правине илсен Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Ашшĕ пурнăçран уйрăлсан унăн тракторĕ çине ларнă. Техникăна юсавлă тытнă.
Альберт Архипов йывăçран тĕрлĕрен эрешсем касса кăларассипе маçтăр. Ку енĕпе хăй тĕллĕнех аппаланать. Пÿрт çамкине, хапха çине, вите-сарай таврашне те эрешсем вырнаçтарнă. Ятарласа мастерской çĕкленĕ, унта кирлĕ хатĕр-хĕтĕре янтăланă.
Пултаруллă çамрăк ял çыннисене те урам алăкĕсене эрешлĕ тĕрĕсемпе капăрлатса панă. Юлашки вăхăтра «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче вăй хурать.
Светланăпа Альберт Архиповсем виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ.
С.СЕРОВА.