АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулама, çырма вĕрентни – асамлăх

26 октября 2011 г.

Шăп вунă çул каялла уçса кĕнĕччĕ Йăлкăш шкулĕн алăкне. Çап-çутă та типтерлĕ класа Надежда Ильинична Силина ертсе кĕнĕччĕ. Пуçласа парта хушшине ларнине те манаймастăп. Саспаллисене вĕренсе çырма, вулама пуçлани, цифрăсене те пĕрин хыççăн теприне çавăрса çырни, шутлама пикенни питех те асамлă пулнă пирĕншĕн.Олимпиада Гурьевна Семенова класс ертÿçи пире вĕренÿре пулăшса пынипе пĕрлех куллен сиксе тухакан ыйтусене татса пама пулăшатчĕ. Вĕренÿре юлса пыракансемпе, дисциплинăна пăсакансемпе уйрăммăн та ĕçлетчĕ.

Йăлкăш шкулĕнче вĕрентекенсем – опытлă педагогсем. Чылайăшĕ нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă. Шкула пĕр улшăнмасăр чылайранпа ертсе пыракан Алексей Аркадьевич Степанов – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Галина Владимировна Степанова – халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Егоровна Тимофеева кулленех ăшă кăмăлĕпе тыткăнлатчĕ. Ирина Николаевна Трофимова математикăпа çывăх туслаштарчĕ. Евдокия Александровна Николаева вара – вырăс чĕлхипе. Директор çумĕ Эмма Антоновна Кузьмина, Александра Аркадьевна Кандрина хăйсен ĕмĕрĕнче миçе çынна вĕрентсе ăс паман-ши тата; Татьяна Владимировна Гордеева акăлчан чĕлхине лайăх вĕрентессишĕн тимлетчĕ.

Çирĕм çул каялла çĕкленнĕ вĕрентÿ корпусĕ халĕ те вĕр çĕнех тейĕн. Классенче пур тĕрлĕ оборудовани, вĕрентÿ хатĕрĕсем çителĕклех.

Çак кунсенче шкулăн çĕнĕ çурчĕ ĕçе кайнăранпа 20 çул çитнине чыслăн паллă турĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев шкула çĕнĕ автобус уйăрса пачĕ. Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вара принтер парнелерĕ.

Лев ПРОКОПЬЕВ,

вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика