26 октября 2011 г.
«Авангард» хуçалăх çулленех сысна ĕрчетессипе ĕçлет. Халĕ те пур кунта ферма. Çавăнта тăрăшать Раиса Николаевна Петрова. Кăнтăрлахи апата киле таврăннăскер ĕçĕ-хĕлĕпе те хаваспах паллаштарчĕ.– Фермăра чылайранпа вăй хуратăп. Пĕр ĕçри юлташăмпа – Галина Егоровăпа иксĕмĕрĕн пĕр тĕлев: лайăх ĕçлесе ÿсĕм тăвасси, – терĕ вăл.
Ăнăçлăх хăй тĕллĕнех килмест. Çавна тĕпе хурса, кулленех ир-ирех фермăна васкать Раиса. Кун йĕркине пăхăнса ĕçлесси йăлана кĕнĕ. Амасенчен çулталăкра икĕ хутчен çура илеççĕ. Çапла вара ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтерме те майсем пулаççĕ.
Раиса Николаевнăна кулленхи ĕçĕнче мăшăрĕ Евгений Вячеславович та пулăшсах тăрать. Мĕншĕн тесен вăл та ферма ĕçченĕ, слесарьте тимлет. Механизмсен ĕçне асăрхасах тăрать, мĕнле те пулин кăлтăк тупăнсан çийĕнчех юсаса йĕркене кĕртет.
Петровсем уйрăлса тухса ятран кил-çурт çавăрнă.
– Эпĕ çак яла Муркаш районĕнчи Тивĕшрен качча килнĕ. Мăшăрăн тĕп килĕнче уй хĕрринчех пурăнма пуçланăччĕ. Хыççăн та ял вĕçнех лекмелле пулчĕ. Пире, хуçалăхра ĕçлекен çамрăк мăшăра, çĕнĕ урамра хваттер пачĕç. Ытти хуралтăсене хамăр вăйпах çĕклерĕмĕр, – хăпартланса калаçрĕ Раиса Николаевна.
Çемьен пĕр гектар çĕр пур. Картишĕнче – пĕчĕк «ферма».
Петровсен Веня ывăлĕ те ĕçчен. Вăл çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн стройка ĕçне кÿлĕннĕ. Сварщик тата каменщик профессийĕсене илнĕскер аякка «шапашкăна» çÿрет.
Кил хуçи хĕрарăмĕн шухăшĕ вара ферма çинчех.
С.САВЕЛЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Р.Петрова.