26 октября 2011 г.
Ытти пирĕн районти ялсемпе танлаштарсан Кĕçĕн Тукташ икĕ пысăк мар урамран çеç тăрать. Темиçе капмар, анчах çĕнетнĕ çурт тăррисем çуталаççĕ. Ытларах вара пурăнман çуртсем, кил-хуçалăхсем. Яла кĕрсенех кичемлĕх, пĕчченлĕх туйăм тыткăнне лекнĕн туйăнать. Ача-пăча вылянă сас та çук. Урамра уçăлса çÿрекен пĕр ватăна та асăрхамарăм.Акă пĕр урам хапхи уçăлчĕ те хĕрĕхе çитсе пыракан хĕр арăм урама тухса тăчĕ. Ун патне çывхарсан хаваспах хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма килĕшрĕ.
Светлана Леонидовнăпа Игорь Иванович Даниловсем çирĕм çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Упăшки Мускава ĕçлеме çÿрет пулсан, Светлана Леонидовна килте ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес, кирлĕ пек воспитани парас енĕпе тимлет. Калаçнă май эпĕ унăн пĕрремĕш виçĕ ачи тăван, тепĕр иккĕшĕ усрава илнĕскерсем пулнине ăнлантăм. Кристинăпа Люда тăван аппăшĕпе йăмăкĕ иккен. Даниловсем вĕсене усрава илнĕ чух кĕçĕнни ултă уйăхра çеç пулнине пĕлтерчĕ.
«Тăват ачана пăхса усрама пултарнăран пиллĕккĕмĕшне те хамăр хÿтлĕхе илме килĕшрĕмĕр. Паллах, тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрăмăр, шанăçа тÿрре кăларма пултартăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пире ачасене киле илсе кайма юрани çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç», – терĕ С.Данилова. Ачисем хăйсем хушшинче те, ашшĕ-амăшĕпе те пĕртăвансем пек шăкăлтатса пурăнаççĕ.
Мĕншĕн усрава ача илнине ыйтса пĕлтĕм. 14 çулхи хĕрĕ хытă чирленĕрен юмăç патне çитеççĕ Даниловсем. Çавă вĕсене ача усрава илме ÿкĕте кĕртет те, хĕр ачан сывлăхĕ çирĕпленессе шантарать. Вăл калани вара тÿрре тухать.
Сакăр çул каялла тĕп килтен уйрăлса тухнă Даниловсем. Çĕнĕ çурт çĕкленĕ, хуралтăсене çĕнетнĕ. Выльăх чĕрлĕхне те чылай усраççĕ.
«Куç тулли тĕпренчĕкĕмĕрсене пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе кăларасчĕ. Вĕсене ура çине тăма пулăшасчĕ. Эпĕ халĕ калама çук пуян çын, мĕншĕн тесен манăн пилĕк ача», – кĕçĕн хĕрне, Людăна, ăшшăн çупăрланă май калаçрĕ ача амăшĕ.
А.СТЕПАНОВА.