26 октября 2011 г.
Элĕк Ен историйĕ çултан çул çĕнĕлĕхсемпе тата ÿсĕмсемпе аталанса та пуянланса пырать. Паянхи кун, акă, районти тĕп библиотека хăйĕн тараватлă та пултаруллă ĕçченĕсемпе, унсăр пуçне пысăк ÿсĕмсемпе палăрса тăрать.
Тăтăшах тĕл пулусемпе куравсем ирттереççĕ кунта ĕçлекенсем. Çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем, брошюрăсем, буклетсем хатĕрлеççĕ.
Малтан кĕнекесем пек хут çинче кăна пулсан, халĕ электронлă вариант тунă. Кашни чăваш писателĕпе тенĕ пекех компьютер çинче материал тупма пулать.
Нумаях пулмасть З. Душкова чылай кĕнеке авторĕпе тата В. Руссова куçаруçăпа тĕл пулу ирттернĕ. Шкул ачисем интересленсех вĕсен кĕнекисемпе паллашнă.
Проект тăвас ĕçре çамрăк библиографсем уйрăмах тимлĕх кăтартаççĕ. Татьяна Макарова «Литературное пространство села» проект хатĕрлет.Татьяна Мясникова та слайдсемпе проектсене малашлăхри плансенче вырнаçтарать.
Шупашкарта иртнĕ Раççейри çамрăк библиотекарьсен форумне пирĕн районтан Т.Макаровапа Т.Мясникова хутшăннă. Унта вĕсем хăйсем хатĕрленĕ проектсене тăратнă.
Асăннă проектсемпе килĕшÿллĕн электронлă кĕнекесем, буклетсем хатĕрлеççĕ. Унта, паллах, писательсен биографине, пултарулăх ĕç-хĕлне, критика, кĕске содержани тупма пулать. Тĕрлĕ калаçусем ирттермешкĕн, конференцисенче хутшăнмашкăн кирлĕ материалсемпе ачасем туллин усă курма пултараççĕ. Мĕн кирлине библиотека ĕçченĕсем кĕске самантрах тупса параççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çакăн пек çĕнĕ технологипе усă курса ĕçлени уйрăмах шкул ачисемшĕн усăллă. Шкула çÿрекенсем писательсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çыхăнтарса слайдсем туса хатĕрленеççĕ.
Вулавăш ĕçченĕсем республика шайĕнче иртекен «Литературăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Ăна валли те проектсем, слайдсем кирлĕ. Çавăнпа та ку енĕпе вĕсем хальхи вăхăтра тăрăшса ĕçлеççĕ.
Вулавăш тăтăшах çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланать. Вырăнта кăларнă брошюрăсемпе буклетсем те вулакансен кăмăлне тивĕçтереççĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.