26 октября 2011 г.
Анат Юлăш ялĕнчи Васса Андреевăшăн ирпе тăрсан ялан васкавлă ĕç пур: ĕне сумалла. Паян та мĕн тумаллине кулленхи вăхăтра пурнăçларĕ. Выльăха касăва кăларса ярсан тин пĕр самантлăха лăш пулчĕ. Апла пулин те выртса канса илме шутламарĕ: алли ĕç патне туртăннине хăй ăшĕнче аванах сисрĕ.
– Анне! Эсĕ паян апат çинĕ-и; – Михаил ывăлĕ интересленчĕ унпа.
– Ĕçпе аппалансах хырăм выççи иртсе кайрĕ, – кĕскен кăна хуравларĕ сакăр вун улттăри Васса Андреева.
– Упра хăвна, ытларах канма тăрăш. Эсĕ пурнăçра ыррине те курнă, нушине те сахал мар тÿснĕ. Хăвна хĕрхенмесĕр ĕçленĕ, халĕ, пенсие тухни тахçанах пулин те, ватлăх вăхăта лăпкăн ирттерме пултараймастăн.
– Ытлашши пилĕкне ан хуç тесе каласшăн пулĕ-ха эсĕ, ывăлăм. Çук, пултараймастăп ĕçлемесĕр эпĕ. Сахал пулнă-им Элĕкри типографинче кая юлса вăй хуни; Хĕвелпе пĕрле ĕçе тухса кайнă та тавралăх тĕксĕмленсен çеç таврăннă тепĕр чух киле, – сăмаха шутарчĕ Анат Юлăшри В.Андреева.
Ывăлĕ типографинче ĕçленĕ самантсене аса илме ыйтсан тÿрех нимĕн те шарламарĕ. Аллипе пуçри çÿçне шăлса илчĕ те çапла каларĕ:
– Типографинче вун тăхăр çул ĕçлерĕм. Çăмăл марччĕ. Район хаçатне вăхăтра пичетлесе кăларассишĕн чун-чĕререн тăрăшрăм. Ĕç пÿлĕмĕнче выртса çывăрни пĕрре мар пулнă. Элĕке çуран çÿренĕ: çил-тăвăлтан та, шартлама сивĕрен те хăраман.
– Çамрăклах нуша тÿснĕ;
– Ура çине ир пуснисем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулаççĕ теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Мухтанса каламастăп: мăшăрпа ултă ачана кун çути парнелерĕмĕр. Пĕрне те алăра утюкка нумай вăхăт сиктерсе ларман, ача çуралнă хыççăн виç-тăватă уйăхранах ĕçе тухнă, – терĕ Васса Андреевна.
Вăл пурнăçа ăнтарса пырассишĕн чун хавалне хĕрхенменнине асăнчĕ. Укçа-тенки пит кирлĕ пулнă çав: ачи-пăчине çитĕнтерме те, кил-çурта çĕнетме те. Пĕр çулхине пушарта сарай-хуралтăсем çунса кĕлпе витĕннĕ. Çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ вĕсене мăшăрсен.
– Хамăн ĕмĕрте виçĕ пÿрт турăм, – пĕлтерчĕ сакăр вуннă урлă каçнăскер.
Халĕ вăл Михаил ывăлĕпе кирпĕчрен купаласа тунă çуртра пурăнать. Пĕччен мар та – кичемлĕх мĕнне пĕлмест. Хулара пурăнакан хĕрĕ час-часах килсе çÿрени те амăшне савăнтарать. Вăл вара тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: кил-çурта тирпейлет, амăшĕн кĕпе-тумтирне çуса тасатать. Çитменнине хуларан нихăçан та пушă алăпа килмест. Васса Андреевнăн ачисем ĕçченлĕхĕпе хăйĕнчен кая мар: пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçсенче кăштăртатса ÿснĕ. Пурнăçа пĕлмелли çук, улттăшĕнчен пĕри çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Мăшăрĕ те çĕре кĕнĕренпе сакăр çул. Юратнă çынни – Александр хуçалăхра вăй хучĕ, Васса Андреевна вара Элĕке куллен утрĕ. Типографи ĕçĕнчен уйрăлсан Пенькозавода куçрĕ. Хуçалăх ферминче те вăй хучĕ.
– Йăлкăш шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме тÿр килмерĕ. Çавăнпа та колхоз ĕçне хутшăнма пуçларăм. Çамрăклах кладовщик пулма шанчĕç мана. Хăнăхрăм майĕпен, шанăçа тÿрре кăларса пытăм, – иртнине куç умне кăларчĕ ватă çын.
В.Андреева Тимĕрçкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1950 çулта Анат Юлăша качча килнĕ. Ку ял каччипе евчĕ паллаштарнă.
– Анне качча тухма сĕннине хирĕçлеме пултараймарăм, Александрпа туй тусах пĕрлешрĕмĕр, – калаçăва тăсрĕ Васса Андреевна.
Пулас мăшăрĕпе каçхине тĕл пулса çăлтăрсем шутламан, паллашнă хыççăн вăхăт нумай та иртмен, çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернипе çемье çавăрнă.
– Пурнăç çĕнелсех пырать, пурăнма кăна пĕлмелле, – терĕ амăшĕ ывăлне пÿртрен тухас умĕн.
Юрий КОРНИЛОВ.