26 октября 2011 г.
Пурнăçра кашни çын мĕнпе те пулин палăрса тăрать. Мĕншĕн тесен кашниех эпир хăйне май ăстаçăсем, маçтăрсем тата пултаруллă çынсем. Пĕр-пĕр ĕçре хастарлăха тата чăтăмлăха туптатпăр. Юратнă ĕç вара темиçе çул савăнтарса та çунатлантарса тăрать.Акă Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Хирлеп урамĕнче пурăнакан Георгий Архипов вăтăр çул трактористра ĕçленĕ. Свердлов ячĕллĕ хуçалăх пулнă вăхăтра яланах хăйĕн ĕçри хастарлăхĕпе палăрнă. Механизаторсенчен те малти вырăнта пулнă. 1969-1970 çулсенче Казахстанта тăрăшнă. Кĕçĕн Тăвана таврăнсан та ака-суха ĕçĕсене тăрăшса пурнăçланă. Фермăра нумай çул вăй хума тивнĕ унăн.
Георгий Архиповичпа мăшăрĕ пурĕ ултă ачана кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ çичĕ çул каялла вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Халĕ Г.Архипов килĕнче Володя ывăлĕпе пурăнать.
Георгий Архипович техникăна яланах юсавлă тытнă.
– Фермăра нумай çул ĕçлерĕм, – терĕ вăл.
Г.Архиповăн ачисем ытларах хула пурнăçне суйласа илнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Володя тата Лилия хĕрĕ çеç ялта. Лилия Илленушкăнь ялне качча кайнă. Унăн икĕ ача. Вĕсем те час-часах аслашшĕне курма пырса каяççĕ.
Володя ывăлĕ çемьере пысăк тĕрев пулни хавхалантарать ăна. Килти хуçалăха ачисемпе пĕрле çĕнетсех тăрать. Георгий Архиповичăн килте мотоблок та пур. Вăл пысăк пулăшуçă вырăнĕнчех. Ватă унпа утă-улăм турттарма та, пахча çимĕç пуçтарма та усă курать. Пушă вăхăтра çичĕ теçеткерен каçнăскер район хаçатне вулать, вулавăша васкать.