29 октября 2011 г.
Элĕк районĕнче пурăнакан 73-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна асăрханмасăр çынна вĕлернĕшĕн айăплаççĕ.
Следстви версийĕ тăрăх – Хурнсур ялĕнче пурăнакан тивĕçлĕ канури ватă патне юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сурăмпуç Мучикассинчен 73 çулти кинемей пынă. Хайхискерсем пĕрле эрех ĕçнĕ. Тем вăхăтран вĕсем урама тухнă, харкашма тытăннă – мĕнле сăлтава пула вăрçăннине старик паян кун та аса илеймест. Кил хуçи хăнана ăса кĕртес тенĕ-ши – картишне çавăтса кĕнĕ те юпа çумне çыхса хунă. Хăй пÿрте çывăрма кĕнĕ. Анчах ирхине тухсан шалт тĕлĕннĕ – ватă хĕрарăм сывламан.
Сакăр сехет урамра шăл шаккканăскер шăнса вилнĕ. Уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ.