03 ноября 2011 г.
Ашшĕ-амăшĕ, аслисем ачасене тимлĕх уйăрмасан вĕсем хăвăртах пăсăлаççĕ, чурăс чунлă пулса каяççĕ – çапла палăртаççĕ опытлă педагогсемпе психологсем.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 49 йывăр çемье шутланнă, вĕсенче пурĕ – 96 ача. Шел, йывăр лару-тăру пуринчен ытларах тинтерех чăмăртаннă çемьесенче пулса тухать. Калăпăр, ăнăçлах мар çемьесен шутне темиçе çул каярах çеç 35-40 çулсенчи ашшĕ-амăшĕсем кĕнĕ пулсан, халĕ ав – 25-30 çулсенчисем. Çавна пула шăпăрлансен мĕн пĕчĕкренех выçăллă, тутăллă пурнăçа астивеççĕ.
Виçĕ уйăхри Юлия хальлĕхе пурне те чухламасть пулĕ-ха, апла пулин те вăл амăшĕн ăшшине кĕтет, макăрса-йĕрсе илет. Юлия – районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче. Унăн амăшне хăйĕн пепкинчен уйăрасси пирки судра пăхса тухаççĕ.