03 ноября 2011 г.
Кĕрхи кунсем ăмăрлăрах пулин те, Тăвăш Юнтапа ялĕнчи клубра иртнĕ кĕрхи балра питĕ хаваслă та савăнăçлă пулчĕ.
Уяв каçне Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка шкулĕн студенткисем – Тăвăш Юнтапари Анастасия Александрова тата унăн хĕр-тусĕ Людмила Засыпкина уçрĕç. Вĕсем чăваш тĕррисемлĕ тутăрсем вĕçтерсе, сцена çинче ытла та илемлĕ хусканусем туса «Илемлĕ» юрра шăрантарчĕç. Çак хĕрсем юрланă «Сарă тюльпансем» юрă та пурне те килĕшрĕ. Концерта Марина Герасимовăпа Анжелика Никонова «Кĕркунне» юрăпа малалла тăсрĕç, «Çуралнă кун» юрăпа Алиса Гурьевăна менелникĕпе саламларĕç. Илемлĕх пултарулăхĕнче чи çамрăкки Снежанна Александрова «Яла» юрăпа тĕлĕнтерчĕ, Олеся Сергеева ертсе пыракан интереслĕ конкурссемпе вăйăсем йĕркелерĕ.